Чӑваш Енри вӑрман хуҫалӑхӗсене тӑватӑ ҫӗнӗ машинӑпа тата патрульлемелли 17 комплекспа тивӗҫтернӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, машина уҫҫисене ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ӗнер тыттарнӑ.
Комплекссем вӑрмансене вӗсенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк чухне тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Ятарлӑ техника ҫулӑма вӑхӑтра асӑрхама май парӗ. Ӑна ГЛОНАСС тытӑмӗпе тивӗҫтернӗ.
Техника пирӗн республикӑна «Экологи» наци проекчӗн «Сохранение лесов» (чӑв. Вӑрмансене упрар) проекчӗпе килӗшӳллӗн килсе ҫитнӗ. Ун валли пурӗ 30,7 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Иртнӗ ҫул вара республика хыснинчен 53,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл укҫапа вӑрман хуҫалӑхӗсен автопаркне ҫӗнетнӗ.