Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Кӗпер юсанӑ чух йывӑр машинӑсене каҫармӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.07.2019 18:44 | 1505 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Сӑр юханшывӗ урлӑ Пӑрачкав районӗнче хывнӑ кӗпере икӗ ҫулта юсаса пӗтермелле. Аса илтерер: кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗрле кӗпер карлӑкӗ йӑтӑнса аннӑччӗ.

Кӗпере «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсама тытӑннӑ.

Юсавҫӑсен ӗҫӗпе паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин паллашнӑ. Асӑннӑ тӑрӑха вӑл муниципалитетӑн ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пухӑва хутшӑнас тӗллевпе кайнӑ.

Кӗпере юсама кӑҫал ҫулла тытӑннӑ. Палӑртнине 2020 ҫулта вӗҫлесшӗн. Ун валли 183 млн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Подрядчик пулса «СК – Волга» тулли мар яваплӑ общество ӗҫе кӳлӗннӗ. Машинӑсем ҫӳренине юсав вӑхӑтӗнче светофор йӗркелесе тӑрӗ. 10 тоннӑран йывӑр транспорта каҫармӗҫ. Хӑш-пӗр ӗҫ вӑхӑтӗнче 3 тоннӑран йывӑррисене ирттермӗҫ. Машинӑсем кӗпер урлӑ ҫӳрессине хӑш чухне темиҫе сехетлӗхе чарса лартма тивӗ. Ҫав вӑхӑтрах васкавлӑ пулӑшу, пушар сӳнтерекен машинӑсене, шкул автобусӗсене иртсе ҫӳреме чармӗҫ.

#укҫа-тенкӗ, #юсав, #ҫул-йӗр, #кӗпер, #Пӑрачкав районӗ, #тӳре-шара, #машинӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Алексин // 2607.57.1421
2019.07.24 22:17

"10 тоннӑран йывӑр транспорта каҫармӗҫ..." Мӗн тесе каласшӑн пулнӑ? "Каҫарас" сӑмах ик-виҫ йӳплӗ. Чӑваш тата тӗрӗк чӗлхисем мӑшӑр глаголсене кӑмӑллаҫҫӗ: кӗтсе ил, ӑсатса яр, килсе ҫит... "Каҫарса ямӗҫ" тесе калама пысӑк ӑс кирлӗ-и? Эх... Камсем айкашаҫҫӗ? Чаракан ҫук та...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем