Спорт
![]() Спортра – ырӑ хыпар. Чӑваш Енри икӗ автоспортсмен «Спорт мастерӗн кандидачӗ» разряда илнӗ. Хушӑва ЧР спорт министрӗ Михаил Богаратов алӑ пуснӑ. Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, ку ята Андрей Леонидович Васильев тата Даниил Вадимович Слепов тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: Чӑваш Енри ҫак икӗ спортсмен питӗ маттур. Вӗсем республикӑри ӑмӑртусене те, ытти тӑрӑхра иртекен тупӑшусене те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра пӑр ҫинчи чупу енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче 1400 класра Андрей Васильев виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Даниил Слепов вара 5-мӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта каллех минӑсем хуни пирки хыпар сарӑлма пуҫланӑ. Кунашкал пӗлтерӳ организацисен электронлӑ почтине килет. Аса илтерер: кун пек пӑтӑрмах кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑччӗ. Ун чухне Шупашкарти 11 шкула, хӑш-пӗр суту-илӳ ҫуртне мина хуни пирки электронлӑ почтӑна пӗлтерӳ килнӗ. Йӗрке хуралҫисем ачасене, суту-илӳ ҫурчӗсенчи ҫынсене урама кӑларнӑ, кинологсем йытӑсемпе мина хунипе хуманнине тӗрӗсленӗ. Хальхинче вара кунашкал хыпар «Мередиан» суту-илӳ комлексне, Хулари 1-мӗш клиника пульницине, Республикӑри пульницӑна, Гладков урамӗнчи инфекци пульницине, Правительство ҫуртне ҫитнӗ. Каярахпа хула администрацине, Ленин проспектӗнчи 47-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ тӗп пульницӑна та мина хуни пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш халӑх сайтӗнче Германири Визбаден хулинче Клара Адягаши венгр тӗпчевҫин «Chuvash Historical Phonetics» кӗнеки пичетленсе тухни ҫинчен пӗлтернине астӑватпӑр-ха. Унта чӑваш фонетикин историлле аталанӑвне тӗпчесе пӗлес тӗлӗшпе автор тӗнчери тӗрлӗ чӗлхере упранса юлнӑ чӑваш сӑмахӗсемпе усӑ курнӑ тенӗччӗ. Асӑрхӑр: ҫак кӗнекере чӑваш чӗлхине ытти чӗлхесенчен кӗнӗ сӑмахсем пирки мар — тӗнчери ытти чӗлхесене кӗнӗ тата паянхи кун та ҫав чӗлхесенче пур чӑваш сӑмахӗсем пирки калаҫу пырать иккен! Ҫакӑ чӑваш чӗлхине нумай-нумай ют сӑмах кӗнӗ тенине илтме хӑнӑхнӑ пирӗн чӑвашла хӑлхасемшӗн тӗлӗнмелле пек илтӗнмест-и? Сенсаци пек. Шухӑшласан, чӑнах та ӗнтӗ, мӗн кӑна илтместпӗр-ха, вуламастпӑр-ха эпир? Имӗш, чӑваш чӗлхине мӗнле кӑна чӗлхесенчен кӗмен тӗрлӗ сӑмах: перс чӗлхинчен те, китай чӗлхинчен те, монгол чӗлхинчен те, араб чӗлхинчен те, инд чӗлхинчен те… Каласа пӗтереймӗн! Пулӗ те! Анчах хисеплӗ филологи докторӗ, профессор, Венгри наука академийӗн пайташӗ Клара Адягаши вара чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесене кӗни ҫинчен калать! Тӗлӗнтермӗш мар-и ҫакӑ? |
Республикӑра
![]() Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗ ҫывӑхӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсен патруль машинипе пушар сӳнтерекенсен автомобилӗ инкеке лекнӗ. Кун пирки Инстаграмра dtp21_cheb аккаунтра пӗлтернӗ. Инкеке ҫирӗплетсе пама видеофактсем вырнаҫтарнӑ. Видеона ӑнлантарнинче инспекторсем инкеке пытарасшӑн пулнӑ тесе палӑртнӑ. Аварие куракансем (вӗсем йышлӑн пухӑнса тӑнӑ) ытахальтен ҫапла пӗтӗмлетмен курӑнать. Инспекторсем видео ӳкерттересшӗн пулман-мӗн. Dtp21_cheb аккаунтра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр инспекторӗсен машини пӑрӑнма пуҫланӑ, пушар сӳнтерекен машина ҫав вӑхӑтра пырса кӗнӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, инкек ӗнер, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, кӑнтӑрласенче пулса иртнӗ. Официаллӑ мар ҫӑлкуҫа ӗненсен, айӑплисем — ҫӑлавҫӑсем. |
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри ҫамрӑксем Саха (Якут) Республикине стройкӑна тухса кайӗҫ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «Легион» стройотряд пайташӗсем ӗҫлӗҫ. «Север» (чӑв. Ҫурҫӗр) пӗтӗм Раҫҫейри стройкӑна хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене иртнӗ уйӑхра Раҫҫейӗн ҫамрӑксен ӗҫпе тимлекен комитетра пухнӑ. Конкурс ирттерсе 88 отряда суйласа илнӗ. Ҫав йыша Чӑваш Енри «Легион» студентсен строительство отрячӗ лекнӗ. Йыш 14 ҫамрӑкран тӑнине пӗлтереҫҫӗ. Студентсем И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Шупашкарти коопераци институтӗнче, Мускаври политехника университечӗн Шупашкарти филиалӗнче тата Шупашкарти коопераци техникумӗнче вӗренеҫҫӗ. Ҫамрӑксем утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче Саха (Якут) Республикинчи «ГАС» тулли мар яваплӑ обществӑра тӑрӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Буинскри ҫӗнӗ ача пахчи Йӗпреҫ районӗнчи суд асӑннӑ тӑрӑхри Буинск ял администрацине кивӗ ҫуртсене сӳтме хистенӗ. Ҫапла тума ыйтса унта тавӑҫпа прокуратура ҫитнӗ-ха. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, Буинскри кивӗ те ишӗлекен ҫуртсенчен ҫынсене урӑх вырӑна пурӑнма куҫарнӑ. Кунта, сӑмах май, Ленин урамӗнчи 3-мӗш тата 20-мӗш ҫуртсем пирки сӑмах пырать, анчах вӗсем ҫаплипех япӑхса ларнӑ. Надзор органӗнчисем шухӑшланӑ тӑрӑх, кивӗ ҫурт-йӗре пухӑнса саккуна хирӗҫле ӗҫ тӑвас хӑрушлӑх та пур, ача-пӑчапа ҫамрӑксем кӗрсе кайса хӑйсен сывлӑхне сиен кӳресрен те хӑрамалла. Суд районти прокуратура тавӑҫӗпе килӗшнӗ. Буинск ял тӑрӑхне кивӗ ҫуртсене сӳттермелле йышӑну кӑларнӑ. Анчах йышӑну саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗрисем хуҫасӑр йытӑсене шеллемелле, вӗсене хӳтӗлемелле тесе шухӑшланӑ чухне теприсене ҫак чӗрчунсем шар кӑтартаҫҫӗ. Килте усракан чӗрчунсене, сӑмах май каласан, самолетра багаж уйрӑмӗнче мар, пассажирсемпе пӗрле лартса ҫӳремелле тесе кастаракансем те пур. Кӳкеҫре пурӑнакансем вара хуҫасӑр йытӑсем пирки вӗҫӗмех шавлаҫҫӗ. Асӑннӑ поселокӑн тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи пабликра кун пирки темиҫе те ҫырчӗҫ. Кӳкеҫ поселокӗн администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫасӑр йытӑсене тытса та ҫӳренӗ. Кӳкеҫре ӗнер каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пӗр ҫамрӑка йытӑ ҫыртнӑ. Хайхи малтан ҫамрӑка йӗрлесе пынӑ иккен, каярах ҫӗре туртса антарнӑ, ҫыртнӑ. Юрать, ҫывӑхри автомойкӑра ӗҫлекенсем чупса пынӑ, каччӑна пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулинче каҫхине машина шкул ачине таптаса кайнӑ. Юрать, хӗрача вилмеллех аманман. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Авари Павел Иванов урамӗнче пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 ҫулти хӗрача ҫул урлӑ каҫма юраман ҫӗрте утнӑ. Ҫав вӑхӑтра «Ауди» машина ҫывхарнӑ. Вӑл шкул ачине асӑрхаса ӗлкӗреймен – ун ҫине кӗрсе кайнӑ. «Ауди» рулӗ умӗнче 26 ҫулти арҫын ларнӑ. Авари вырӑнне ҫитнӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем водитель ӳсӗр е урӑ пулнине тӗрӗсленӗ. Вӑл эрех сыпманни паллӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан, Азербайджанра ҫуралнӑ арҫынна хӗрарӑмсене тапӑннӑ тесе айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ку пӑтӑрмаха тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ. 51 ҫулти арҫынна хӗрарӑмсене тапӑннӑшӑн икӗ тӗслӗхпе явап тыттарма пултараҫҫӗ, ҫаратнӑшӑн — тепӗр тӗслӗхпе. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче каҫхи 8 сехет тӗлӗнче вӑл арҫын Шупашкрати Ленин проспектӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин подъездӗнче 56 ҫулхи хӗрарӑм ҫумне ҫулӑхнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ. Кӗҫех арҫынна тытса чарнӑ. Шар курнӑ хӗрарӑм ӑна палласа илнӗ. Ӗҫе тӗпченӗ май 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче 23-ри хӗр ҫумне ҫулӑхнӑ. Хӑратса ӑна вӑл йывӑҫ туалета илсе кӗнӗ. Малтан арҫын шухӑшӗпе ҫулӑхнӑ, унтан хӗрӗн ылтӑн япалисене тата укҫине пурӗ 21 пин тенкӗ ытлалӑх ҫаратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑвай районӗнче пурӑнакан 27 ҫулти арҫын трактор туянма палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем шыранӑ. Хӑйне килӗшекен транспорта тупсан кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Телефона «посредник» тытнӑ. Хайхи ҫын укҫана ӑна тӳлемелли пирки каланӑ. Тӑвай районӗн арҫынӗ техникӑна хуҫи патӗнчех, Шупашкар районӗнче, пӑхнӑ. Сутуҫӑ патне вара «посредник» маларах туянакан ҫын килесси пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, клиент тупса панӑшӑн кӑштах процент ыйтнӑ. Сутуҫӑпа туянакан хак пирки калаҫса татӑлнӑ. Тӑвай районӗн ҫынни укҫана «посредник» кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ. Анчах сутуҫӑ патне пӗр пус та ҫитмен. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче улталаннӑ икӗ арҫын полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |