Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.4 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Кӑшӑливируса пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли 2-мӗш тапхӑра кӗресшӗн

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Софья Савнеш 23.07.2020 21:13 | 498 хут пӑхнӑ
Республикӑра
max4u.ru сайтри сӑн
max4u.ru сайтри сӑн

Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ кӑштах чакнӑ. Влаҫри ҫынсем халӗ кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чару мерисене пӑрахӑҫламалли иккӗмӗш тапхӑра кӗресси пирки клаҫаҫҫӗ.

«Ку эрнере иккӗмӗш тапхӑра кӗресси пирки шухӑшлама пулать», - тенӗ ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре инфекциленнисен йышӗ пӗр эрне ытла пӗчӗкленсе пырать.

РФ Президенчӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен йывӑрлӑхсен умӗнче пулнӑ, ку регион Мускав ҫывӑхнерех пулнипе те ҫыхӑннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку тапхӑртан халӗ иртнӗ, инфекци сарӑлнин коэффициенчӗ 1-рен пӗчӗкрех.

#кӑшӑлвирус

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65717
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Виҫӗ кун 27-шер пациент сывалнӑ
2020, 07, 18
Кӑшӑлвируспа чирлӗ тепӗр ҫын вилнӗ
2020, 07, 19
Травматологи центрӗ кӑшӑлвируслисене сиплеме пӑрахӗ
2020, 07, 20
48 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ
2020, 07, 20
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран сывалакансем сахал
2020, 07, 22

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org