Чӑваш Енри пульницӑсенче хальхи вӑхӑтра вырӑнпа выртакансем патне те кӗртмеҫҫӗ. Кун пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра ҫырнӑ.
«Паян кашни пульница-стационар, кашни!, крепость евӗр пулса тӑчӗ. Пульницӑра выртакан ҫывӑх ҫынни патне палатӑна кӗртмеҫҫӗ ҫеҫ мар, пульницӑн холне е коридорне те иртейместӗн. Пандеми правилисем стационарсене тата вырӑнпа выртакан чирлӗ ҫынсене пӑхакансемсӗр хӑварчӗ», — хыпарланӑ журналист.
Чӑн та, вырӑнпа выртакансене пӑхакансем пульницӑсене ахаль те ҫукчӗ. Ун пекккисене, мӗн пытармалли, ҫывӑх ҫынсемсӗр йышӑнасшӑн та марччӗ маларах. Кун пеккине ҫак йӗркесен авторӗ хӑй те курнӑччӗ. Халӗ, ав, кӗрес-пӑхас тесен те ирӗк памаҫҫӗ иккен. Хуралҫӑ тытса чарать. Мӗн тӑвас, йӗрки ҫапла. Кӑшӑлвирус...