Раҫҫейре
![]() 2018 ҫулта тата ун хыҫҫӑн ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн пособи пама пуҫланӑ. Анчах ӑна пурте тивӗҫеймеҫҫӗ. Пособие ҫемье тупӑшӗ пурӑнмалли виҫерен 1,5 хут нумайрах пулмасан кӑна параҫҫӗ. 2020 ҫултанпа вара кӑштах улшӑнусем кӗртӗҫ. Ҫитес ҫултан асӑннӑ виҫӗ 2 хут нумайрах пулмалла мар. Эппин, пӗрремӗш ачашӑн паракан пособие ытларах ҫемье илсе тӑрӗ. Кун пирки РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Патшалӑх Думин депутачӗсен умӗнче правительство ӗҫӗ пирки отчет тунӑ чухне пӗлтернӗ. «Пӗлтӗртенпе эпир пӗрремӗш ача ҫуралнӑ ҫемьесене пулӑшатпӑр. Сӑмах тупӑш пурӑнмалли виҫерен 1,5 хут нумайрах маррисем пирки пырать. 2020 ҫултанпа ҫак виҫе 2 хутран ытларах мар пулсан пособи пама пуҫлӗҫ», — тенӗ Дмитрий Медведев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ҫӗрле Шупашкарта Хевеш пасарӗ ҫуннӑ. Ҫулӑм ирхи 4 сехет тӗлнелле ялкӑшма тытӑннӑ. Пасарти пӗр хутлӑ ҫуртра ҫулӑм ялкашнӑ. Ҫулӑм тухнине хуралҫӑ асӑрханӑ, вӑлах пушарнӑйсене чӗннӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫитнӗ тӗле икӗ суту-илӳ точки ҫунма пуҫланӑ. Пушарнайсем ҫулӑма пӗр сехет ҫурӑран кӑна сӳнтернӗ. Кун валли ултӑ автоцистерна кирлӗ пулнӑ. Пушар икӗ павильона тӗп тунӑ, юнашартисен вара, виҫҫӗшӗн, шалти отделки сиенленнӗ. Халӗ пушар мӗнле тухнине Сӑнав пушар лабораторийӗн эксперчӗсем тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Пуш уйӑхӗнче Роспотребнадзор специалисчӗсем Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ шкулӗнче тӗрӗслев ирттернӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Ҫавна май шкула виҫӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Палӑртмалла: ку шкулта 100 ытла ача вӗренет. Вӗсене вӑхӑтлӑха кӳршӗ ялсенчи шкулсене турттарӗҫ. Арапуҫ шкулӗнче апатлану блокӗнче стени нӳрелнӗ, тӑррипе иккӗмӗш хут хушшинче кӑвакарнӑ вырӑнсене тупнӑ. Кунсӑр пуҫне ачасене пӗрремӗш е иккӗмӗш апат ҫеҫ панӑ, менюра салат, пылак ҫимӗҫ пулман. Апат-ҫимӗҫе вара ятарлӑ документацисӗр упранӑ. Пуҫламӑш классен тата информатика пӳлӗмӗсенче ҫутӑ ҫителӗксӗр, сӗтел-пукан вара ачасен ӳсӗмӗпе килӗшсе тӑман. Ҫак ҫитменлӗхсемшӗн шкул директорне 29 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, повара – 1,2 пин тенкӗлӗх. Вӑрмар районӗн сучӗ Арапуҫ шкулӗн ӗҫӗ-хӗлне санитарипе эпидемиологи требованийӗсене пӑхӑнманшӑн 90 талӑклӑха чарса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Анатолий Тимофеев Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Анатолий Тимофеева ӗҫрен кӑларнӑ. Министр ҫумне пукансӑр хӑварассипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Анатолий Тимофеева министр ҫумӗн должноҫӗнчен мӗншӗн кӑларнине премьер-министрӑн кӗске хушӑвӗнче ӑнлантарса тӑман. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Анатолий Валерьевича министр ҫумӗ пулма 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче шаннӑ. Антолий Тимофеева министр ҫумӗнчен кӑларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн Константин Яковлевӑн пӗр ҫум ҫеҫ юлнӑ. Вӑл — Елена Чернова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял-Покровски ялӗнче ҫуралнӑ Владимир Семенов артист ыран, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, юбилей каҫне йыхравлать. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑл 1972 ҫултанпа тӑрӑшать. Артист ӑсталӑхне Шупашкар районӗн ҫынни Ленинградри (халӗ Питӗрти) А.Н. Островский ячӗллӗ театр, музыка, кинематографи институтӗнче туптанӑ. Ҫур ӗмӗре яхӑн театрта ӗҫлекенскер сӑнарсене ӗнентерӳллӗ калӑплать. Кӑра та ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын сӑнарӗ уйрӑмах ун валли тейӗн. Владимир Семенов Чӑваш АССР халӑх артисчӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ятсене тивӗҫнӗ. Юбилей каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ. Малтан артиста саламлӗҫ, кайран «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп» спектакле кӑтартӗҫ. Унта Владимир Семенов Летяев рольне калӑплать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2019» акци кӑҫал ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 13 сехетре иртӗ. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунне тата Шупашкар хули йӗркеленнерӗнпе 550 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть иртнӗ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче диктант текстне суйласа илнӗ. «Диктант тексчӗсен «Тӗп хуламӑр — Шупашкар» е «Театр ҫулӗ» конкурсне пӗтӗмлетес, Владислав Николаев ҫыравҫӑ, журналист Тани Юн пултарулӑхне халалласа ҫырнӑ текста суйласа илес», — тесе ҫырнӑ институтӑн сайтӗнче. Апла пулсан, кӑҫалхи диктанта Владислав Николаев тексчӗпе ҫыртарӗҫ. Текста журналист тата ҫыравҫӑ чӑвашсен пӗрремӗш хӗрарӑм-актрисине Тани Юна халалланӑ. Диктанта ытти ҫулти пекех тӗрлӗ аудиторире ҫыртарӗҫ. Текста «Тӑван радио» тата «Наци радиовӗ» эфирӗсенче те вулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн актрисинче ӗҫленӗ Тамара Манаева тата ытти хӑш-пӗр хастар Владимир Путин патне видеоҫыру ӑсатнӑ. Виҫӗ минутлӑх роликпа вӗсем тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӗҫрен кӑларма та ыйтнӑ. Видеороликпа паллашнӑ хыҫҫӑн республика ертӳҫи Михаил Васильевич Игнатьев Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина ҫӑхавланӑ. Унта вӑл видеоҫыру республикӑри социаллӑ-политика тӑрӑмне тӑнӑҫсӑрлантарать тесе пӗлтернӗ, суйса ҫырнӑ тесе палӑртнӑ. Право хуралҫисем видеоҫырӑва лингвистика экспертизи ирттерсех хакланӑ. Анчах пуҫиле ӗҫ пуҫарма сӑлтав тупман. Тамара Манаева вара Элтепер суйса евитленӗ тесе ҫырма хатӗррине пӗлтернӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм самолет билечӗ туянас тесе улталаннӑ. Авиабилета тӗнче тетелӗ урлӑ илес шухӑшлӑ 30 ҫулти хӗрарӑм фишинг (ку сӑмаха чӑвашла куҫарсан тӗнче тетелӗ урлӑ улталас тенине пӗлтерет) сайта лекнӗ. Суя сайт чӑн сайтран пӗр саспаллипе улшӑнса тӑнӑ. Хӗрарӑм ҫакна асӑрхаман. Авиабилетлӑ пулас текенскер сайтра хӑйӗн банк карттин номерне тата реквизитне кӑтартнӑ. Кайран унӑн телефонӗ ҫине операцие ҫирӗплетме ыйтса банкран ятарлӑ кодлӑ смс-ҫыру килнӗ. Хӗрарӑм вӑл кода фишинг сайтра ҫырса хунӑ. Пулас авиапассажир кӗҫех 29 пин те 900 тенкӗ укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви сайтсемпе асӑрханса усӑ курма чӗнсе калать. Суя сайтсенче ӗҫлемен каҫӑсемпе баннерсем пур иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер Шупашкарти 2-мӗш полици уйрӑмне арҫын ачана илсе килнӗ. Хайхискер ӑҫта пурӑннине астумасть. Халӑх тетелӗсенче тата мессенджерсенче ача тупӑнни пирки тӳрех хыпар сарӑлнӑ. Халӗ пӑшӑрханмалли ҫук ӗнтӗ: ачан ашшӗ-амӑшӗ тупӑннӑ. 7-8 ҫулсенчи пек курӑнакан арҫын ача шкул хыҫҫӑн аслашшӗпе уҫӑлса ҫӳренӗ. Тахӑш самантра ачан пуҫне троллейбуспа ярӑнма шухӑш кӗрсе кайнӑ. Ватӑскер вара мӑнукӗ ҫухалнине тӳрех асӑрхаман. Кайран ҫеҫ кун пирки ачан амӑшне пӗлтернӗ. Арҫын ача троллейбуса ларнӑ. Юлашки чарӑнура ҫынсем вӑл пӗччен пулнине асӑрханӑ та полици ӗҫченӗсене чӗннӗ. Пӗчӗкскере полици уйрӑмне илсе кайнӑ. Пакунлисем социаллӑ педагогсемпе ҫыхӑннӑ, лешсем амӑшне тупма палӑшнӑ. Амӑшӗ ачине полици уйрӑмне пырса илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ушкӑнӗ ҫак кунсенче — Тӗмен ҫӗрӗ ҫинче. Унта «Театральный мост Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн театр кӗперӗ) акцие йӗркеленӗ май тухса кайнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Хусанта пулнӑ. Унти «Ак Барс» ҫамрӑксен центрӗнче вӗсем Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх Валерий Яковлев лартнӑ «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакле кӑтартнӑ. Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче артистсем Тӗмен облаҫне ҫул тытнӑ. Гастроле йӗркелеме Тӗмен облаҫӗн правительствипе асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ пулӑшнӑ. Спектакльсене Заводоуковск тата Тӗмен хулисенче кӑтартӗҫ. Заводоуковск хулинче паян «Как Настенька чуть Кикиморой не стала» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ вырӑсла камите лартма палӑртнӑ. Тӗменти драма театрӗн сцени ҫине «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакльпе ыран тухӗҫ. Каярах Самар тӑрӑхӗнчи Димитровград тата Тольятти, ҫавӑн пекех Самар хулинчи куракан патне ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |