Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пӗр хӗрарӑм хӑйӗн килӗ ҫумӗнчи ҫӳп-ҫапа ҫунтарса ярас тенӗ те сарӑмсӑр вилнӗ. Ку ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. 66 ҫулти хӗрарӑм пахча хыҫӗнчи ҫӳп-ҫапа ҫунтарнӑ. Ҫулӑм ялкӑшнӑ май ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ вӑхӑтрах вилнӗ. Унӑн виллине каҫхине тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе тӗрлӗ экспертиза ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивӗ «Ночь в архиве» (чӑв. Архиври каҫ) республикӑри акцие хутшӑнса ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хӑйсем патне 16 сехетрен пуҫласа 21 сехетчен пыма чӗнет. Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Театр ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине пурте пӗлетпӗр. Мероприятисен никӗсӗнче ҫавна май — республикӑри театр ӗҫченӗсемпе паллаштарасси. Архив, сӑмахран, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш пашалӑх академи драма театрӗн актрисипе, СССР халӑх артисчӗпе, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннипе Вера Кузьминапа; Чӑваш АСССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Василий Богданов балетмейстерпа; Чӑваш АССР тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе, Чӑваш АССР халӑх артисчӗпе, К.С. Станиславский ячӗллӗ Раҫҫей патшалӑх премийӗн лауреачӗпе Геннадий Терентьев драматургпа паллаштаракан архив докуменчӗсене тишкерме май туса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса килнӗ май Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе «Чӑвашкино» киностуди тата электрон документацисен архивӗ «Фильмы о войне» (чӑв. Вӑрҫӑ ҫинчен фильмсем) проект пуҫарать. Ӑна шкулсенче вӗренекенсем, ятарлӑ тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсем валли пуҫарнӑ. Ҫамрӑксене хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ кинолентӑсемпе паллаштарӗҫ. Ытларикун, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Ҫеҫпӗл» кинозала 10 сехете Алексей Козловӑн «Спасти Ленинград» (2015, 12+) вӑрҫа драмине курма чӗнеҫҫӗ. Фильм хыҫҫӑн ӑна сӳтсе явма май пулӗ. Ку кинора 752-мӗш баржа пӗтнин историне тӗпе хунӑ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Константин Хабенский режиссёрӑн «Собибор» (2018, 12+) фильмне кӑтартӗҫ. Унта 1943 ҫулта Польша территорийӗнче уҫнӑ нацистсен лагерӗнчи ӗҫ-пуҫа кӑтартса панӑ. «Солдатик» (2018, 6+) тат «Решение о ликвидации» (2018, 12+) киносене те кӑтартма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 17 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Библионочь – 2019» (чӑв. Библиокаҫ — 2019) пӗтӗм Раҫҫейри акци иртӗ. Хальхинче унӑн темине «Весь мир – театр» (чӑв. — Пӗтӗм тӗнче — театр) тесе палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав каҫ тӗрлӗ мероприятипе пуян пулӗ. Театр ӳнерне юратакансем те, классика кӗвви-ҫеммине кӑмӑллакансем те вӑхӑта савӑк ирттерӗҫ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова та пулӗ. Вӑл «Ман поэзи театрӗ» кӗнекипе паллаштарӗ. Унпа паянхи театра тишкерме май килӗ. Артист пулма ӗмӗтленекенсене Шупашкарти «Ералаш» студи валли суйласа илӗҫ. Конкурса хутшӑнакансен е сӑвӑ, е басня вуласа кӑтартмалла. Кастинга 5 ҫултан пуҫласа 25-чченхисем таранах хутшӑнайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Автомашинӑллӑ ҫынсем хайсен тимӗр утне лартма темле май та шыраса тупаҫҫӗ. Сӗмсӗртереххисем вырӑн ҫук тесе тротуар ҫинех хӑпарса каяҫҫӗ, подъезд алӑкӗ умне те вырнаҫтараҫҫӗ. Теприсем вара пушӑ вырӑна сӑнчӑртан карта тытса ҫавӑраҫҫӗ е кивӗ урапа хурса паллӑ тӑваҫҫӗ. Хӑйсен вырӑнӗ тесе куҫ хывнӑ тӗле машина номерне ҫырса ҫакакансем те пур. Ҫавӑн пек парковкӑсене пӗтерес тесе Шупашкар хула администрацийӗнче рейдсем ирттереҫҫӗ. Апла тума Алексей Ладыков сити-менеджерах хушнӑ иккен. Нумаях пулмасть тӗрӗслевҫӗсем тӗп хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнче тата Гастелло урамӗнче пулнӑ. Сӑнчӑр карнисене ватса тухнӑ. Кун валли лум тата болгарка кирлӗ пулса тухнӑ. Сӳтнӗ-ватнӑ япаласене тиесе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланине, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫын ывӑлӗн 1,5 пин тӑваткал метр ҫӗр пур тесе хут хатӗрлеттернӗ. Ку вӑл вунӑ ҫул каяллах пулнӑ. Ҫапла ҫырма вӑл администрацинче ӗҫлекен специалиста хушнӑ. 25 пин тенкӗ ытларах тӑракан ҫӗр лаптӑкне кӗҫех ывӑлӗн ячӗпе регистрацилеттернӗ. Ҫӗр вара Йӗпреҫ район администрацийӗн пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ, ӑна Йӗпреҫ район судне ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() 2013 ҫулта Шупашкар хули «Раҫҫей хули – наци суйлавӗ» конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Кӑҫал та, хӑйӗн юбилейлӑ ҫулталӑкӗнче, тӗп хуламӑрӑн малти вырӑна тухас шанчӑк пысӑк: хальлӗхе вӑл танлаштарӑмра пӗрремӗш. Шупашкаршӑн 143,5 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Палӑртмалла: юлашки уйӑхра уншӑн 26,5 пин ҫын сасӑ панӑ. Хальлӗхе иккӗмӗш вырӑнта – Владивосток, уншӑн 70,5 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Пенза хули, 59,2 пин сасӑ пухнӑ. Шупашкаршӑн сасӑлӑр, конкурс вӗҫлениччен вӑхӑт пур-ха. Аса илтерер: вӑл ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче старт илнӗ те раштавӑн 30-мӗшӗнче вӗҫленет. Танлаштарӑма 2012 ҫултанпа тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри полицейски Шупашкарта пурӑнакан 65 ҫулти арҫынна тӑванӗн вил тӑприне тупма пулӑшнӑ. Ҫавӑншӑн арҫын Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ячӗпе тав ҫырӑвӗ шӑрҫаланӑ. «Полицейские тавах. Вӑл ман пиччене (тен, шӑллӗ-ши. Брат тенӗ те. — Асӑрхаттарӑвӗ авторӑн) пытарнӑ вырӑна шыраса тупрӗ кӑна та мар, вӑл вилни ҫинчен калакан свидетельство дубликатне илме те пулӑшрӗ», – ҫырнӑ ҫырура. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти арҫын хӑйӗн тӑванне ӑҫта пытарнине пӗлесшӗн пулнӑ. Лешӗ ҫак ҫул пуҫламӑшӗнче чире пула вилнӗ. Ӑна Челепи облаҫӗнче пытарнӑ. Вилнӗ арҫын вил тӑприне тупма пултарни — Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пуҫиле шырав управленийӗн ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Старко» строительство компанийӗ 105 ӗҫченне шалу тӳлемен. Пӗлтӗрхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче парӑм 5,6 миллион тенке ҫитнӗ. Прокуратура строительство компанийӗн ертӳҫи тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, ӗҫ укҫин парӑмне шыраса илмешкӗн суд хушӑвӗсем пама суда заявлени янӑ. Директора РФ КоАПӗн 5.27-мӗш статйин 5 тата 6-мӗш пайӗсемпе килӗшӳллӗн административлӑ явап тыттарнӑ, штраф тӳлеттернӗ. Прокуратура «сӑмса чиксен» кӑна «Старко» ертӳҫи ӗҫченӗсен умӗнчи парӑма татнӑ. Тепӗр тесен, ку – пӗртен-пӗр тӗслӗх мар, компани унччен те прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн ҫеҫ шалу парӑмне татни пулнӑ. 2016 ҫулта 400 ҫын умӗнче 10,5 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru архивӗнчи сӑн Ҫуркунне ҫитнӗ май ҫынсем типӗ курӑк ҫунтарма пуҫлаҫҫӗ. Республикӑра кунашкал тӗслӗх пулнӑ ӗнтӗ. Улатӑр районӗнче курӑк ҫунни пирки ҫак кунсенче хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: тунтикун Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗ ҫывӑхӗнче 300 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ку каҫхине пулнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сарӑлма паман – сӳнтернӗ. Ку эрнере юнкун каллех кунашкал тӗслӗхе шута илнӗ. Хальхинче те Улатӑр районӗнче пулнӑ ку, Ахматово ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк чӗрӗлсе кайнӑ. Ҫулӑм пӗр гектар лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ. Пушарнӑйсем ӑна сӳнтернӗ. Тепӗр хутчен палӑртса хӑварар: ҫак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечӗ республикӑра пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнӑ май сезон палӑртнӑ: вӑл ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |