Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Сывлӑх
![]() Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсем интернат-ҫуртӗнче кӑшӑлвируспа пысӑ ушкӑнпа чирлеҫҫӗ. Асӑннӑ чир сарӑлассине кӗрешекен оперативлӑ штаб паян ларӑва пухӑннӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская пӗлтернӗ тӑрӑх, ваттисен ҫуртӗнче COVIDпа 22 ҫын чирленӗ. Вӗсен йышӗнче учреждени ӗҫченӗсем те, пурӗ 11 ҫын, пур. Надежда Луговская каланӑ тӑрӑх, вируса учреждени ӗҫченӗ ҫаклатнӑ, ун урлӑ ыттисене ернӗ. Ваттисен ҫуртӗнче чире сарас мар тесе кирлӗ мерӑсем вӑхӑтра йышӑнман. Вирус ернисене уйрӑм тытмалла пулнӑ. Роспотребнадзор санитарипе эпидемие хирӗҫ мерӑсем йышӑнма, чирлисене уйрӑм тытма хушнӑ. Ҫу уйӑхӗнче чир Кӳкеҫри сусӑр ачасен ҫуртӗнче сарӑлнӑ. Ун чухне 14 тӗслӗх шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |