Чӑваш Ен прокуратури республикӑра тума пуҫланӑ шкулсен строительстви епле пынине тӗрӗсленӗ.
Вӗренӳ объекчӗсенчен чылайӑшне графикпа килӗшӳллӗн хӑпартаҫҫӗ-мӗн, апла пулин те хӑш-пӗр ҫӗрте ӗҫ кая юлса пырать.
Сӑмахран, Шупашкарти Хӗвеллӗ микрорайонта шкул строительствине 50 процента яхӑн пурнӑҫланӑ, шучӗпе ҫак цифра 70 процент пулмалла-мӗн. Ку вӑл — ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗ илсен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Воин интернационалистсен урамӗнче те шкул строительстви кая юлса пырать.
Кӳкеҫри шкула Чӑваш Республикин ипотека корпорацийӗ хӑпартать. Ӗҫе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗ тӗлне илсен ӗҫе 60 процент чухлӗ пурнӑҫланӑ, шучӗпе 69 процент таран пулмалла.