Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫӗнӗ шкул тӑвасси кая юлса пырать. Строительство ӗҫӗсен хӑвӑртлӑхне федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Григорий Сергеев тата Сӗнтӗрвӑрри районӗн прокурорӗ Ленар Карама вырӑна ҫитсе хакланӑ.
Тӗрӗслевпе пырса ҫитнисен умӗнче вырӑнти тӳре-шара тата «Старатель» подряд организацийӗ тӳрре тухма хӑтланнӑ тесен те йӑнӑш пулас ҫук.
375 ача вӗренмелӗх шкул строительствине вырӑнтисем эрнесерен тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ-мӗн. Строительсем ҫирӗплетнӗ графикпа килӗшӳллӗн ӗлкӗрсе пыраймаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ӗҫсене 80 процента яхӑн ҫеҫ пурнӑҫланӑ. Шучӗпе шкула утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле.
Подряд организацийӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.