Нумаях пулмасть тӗнче тетелне Шупашкарти 53-мӗш шкулта пӳлӗмре кӑвакӑш пулнине ӳкернӗ видео вырнаҫтарнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура унта тӗрӗслев ирттернӗ.
Чӑнах та, шкулта кӑвакӑш пур иккен. Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх, ун пеккине 3-мӗш хутра географи класӗнче асӑрханӑ. Апла пулин те унта уроксем ирттерме чарман.
Прокуратура шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Класри кӑвакӑша ятарлӑ дезинфекци шӗвекӗпе пӗтернӗ. Шкул ертӳлӗхне ҫурт тӑррине ҫӗнетиччен, ытти юсава тӑвиччен пӳлӗмри кӑвакӑша сӑнаса тӑма хушнӑ.