Пӑтӑрмахсем
![]() shemur.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шӑмӑршӑра вӑтам шкулта вӗренекен ачисем урокра курткӑпа лараҫҫӗ. Ҫавӑн сӑлтавӗ котельнӑй йӗркеллӗ ӗҫлеменнипе ҫыхӑннӑ. Район администрацийӗнче лару-тӑрӑва ҫирӗп тӗрӗслесе тӑнине ӗнентернӗ май вӗренӳ процесне чармассине хыпарланӑ. Шкула тӗплӗн юсанӑ хыҫҫӑн классенчен пӗри сивӗ чухне йӗркеллӗ ӑшӑнса ҫитеймест иккен. Ҫакӑ ачасемшӗн те, учительсемшӗн те меллӗ мар. Шкула, ача пахчине тата больтницӑна ӑшӑпа тивӗҫтерсе тӑракан котельнӑй йӗркеллӗ ӗҫлемест-мӗн. Класра халӗ ӑшӑтмалли хатӗр вырнаҫтарнӑ. Ӑшӑ ыйтӑвне тӗпрен татса пама модульлӗ котельнӑй вырнаҫтарни пулӑшӗ тесе ӑнлантарнӑ вырӑнти администрацире. Ҫав вӑхӑтрах класра сивӗ пирки прокуратура тӗрӗслев пуҫарни те паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |