Шупашкарти шкулсенчен вӗренекенсемпе вӗрентекенсене паян та эвакуациленӗ. Паян та — 20 ытла шкултан. Ачасемпе учительсене урамра шӑнса тӑрасран ҫывӑхри учрежденисене илсе кайнӑ. Вырӑна полици ӗҫченӗсемпе васкавлӑ службӑсем пырса ҫитнӗ. Яваплисем тӗрӗслесе пӗтернӗ хыҫҫӑн ачасем парта хушшине ларнӑ.
Аса илтерер: ӗнер Шупашкарти 24 шкула эвакуацилеме тивнӗ. Йӑлтах – мина хунӑ тесе пӗлтернине пула. Анонимлӑ хыпарсем электронлӑ почтӑна килнӗ. 24 шкулти ачасене ирхине урама кӑларнӑ. Вӗсем тӳрех йӗрке хуралҫисене чӗннӗ.