Шупашкарта шкул юсасси графикпа пӑхса хӑварнинчен кая юлса пырать. Кунта сӑмах хулари 10-мӗш шкула тӗплӗн юсасси пирки пырать. Унсӑр пуҫне «Садовый» микрорайонти шкула хӑпартассипе йывӑрлӑх сиксе тухнӑ.
2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Республикӑн пӗрлехи заказчик служби «Строительство компанийӗн консорциумӗ» обществӑпа 92 миллион тенкӗ ытлалӑх килӗшӳ тунӑ. Асӑннӑ укҫапа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен Шупашкарти 10-мӗш шкула тӗплӗн юсаса пӗтермелле пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ӗҫе палӑртнинчен 20 процентне ҫеҫ пурнӑҫланӑ иккен.
«Садовӑй» микрорайонта шкул тӑвакан подряд организацийӗпе вара ӗҫ килӗшӗвне пӑрахӑҫланӑ. Заказчик строительствӑна ҫапах та вӑхӑтра вӗҫлеме шантарнӑ.