Вӗренӳ
![]() Раҫҫее Хӗвеланӑҫ Африкӑри Сенегал каччи 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче килнӗ. Мамаду Фалл вӑл вӑхӑтра бакалавр дипломӗллӗ пулнӑ ӗнтӗ. Каччӑ ӑна тӑван ҫӗршывӗнче илнӗ. Раҫҫее килсен Хусанта вырӑс чӗлхине ӑша хывнӑ, кайран Шупашкара куҫнӑ, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче (халӗ — аграри университечӗ) вӗренме тытӑннӑ. Магистрант вӗренӳре те ӗлкӗрсе пынӑ, спортра та. Тӗрлӗ конкурса, ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртусене хутшӑннӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ. Аслӑ шкулти ӑслӑлӑхпа производство центрӗнче практикӑра пулнӑ. Агроном специальноҫне алла илнӗскер диплома амӑшне, Амината Бойене, халалланӑ. «Вӑл мар пулсан вӗренеймен пулӑттӑм. Хамӑн тантӑшӑмсем пекех шкулта вӗренме пӑрахса ӗҫлеме пуҫлӑттӑм», — каласа кӑтартнӑ каччӑ. Яшӑн ашшӗ 2015 ҫулта вилнӗ. Вӑл фермер пулса ӗҫленӗ. Амӑшӗ — граждан служащийӗ. Ҫемьере пилӗк ача. Мамаду Фалл — чи асли. Тӑван ҫӗршывра каччӑ 2 ҫул та 8 уйӑх пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |