Сывлӑх
![]() like29.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчинче кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫын ӗҫленӗ. Ҫавна май унта чирлекенсен йышӗ те ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская пӗлтернӗ. Сӑмах – Первомайски урамӗнче вырнаҫнӑ «Калинка» ача пахчи пирки. Унти ӗҫчен кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ, анчах килте карантинра ларман. Унӑн анализӗ те вӑл инфекциленнине палӑртнӑ. Ҫакна пӗлсех вӑл ӗҫе килнӗ. Ача пахчин должноҫри ҫынни тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Аса илтерер: Чӑваш Ен кашӑлвируса пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли иккӗмӗш тапхӑра кӗме хатӗрленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |