Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта канализаци ҫӑлне пӗчӗк ача кӗрсе ӳкнӗ. Ҫулталӑк та 10 уйӑхрискер урама амӑшӗпе тухнӑ. Асли хыҫҫӑн утса пыраканскер канализаци ҫӑлне, 3 метр тарӑнӑшне, персе аннӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Ку пӑтӑрмах иртнӗ уйӑхрах, ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пулнӑ. Халӗ ҫав тӗслӗхпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ача уҫӑ канализаци ҫӑлне персе аннӑшӑн «Водоканал» предприятин ӗҫченне айӑпласшӑн. Алькешра ҫав организаци канализаци пӑрӑхне тасатнӑ. Болгарстрой урамӗнчи 7-мӗш ҫурт патӗнчи ҫӑла иртен-ҫӳрен кӗрсе ӳкесрен хупламан. Инкешӗн предприятин ӗҫченӗсенчен пӗри яваплӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн пӗр статйипе ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнчи нумай ачаллӑ 94 ҫемьене ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Анчах вӗсенчен 20-шӗн лаптӑкӗнче ӑпӑр-тапӑр пулнӑ. Ҫавна май ку ыйтӑва прокуратура пӑхса тухнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Етӗрне хула ял тӑрӑхӗн администрацийӗ 94 ҫемьене ҫурт-йӗр хӑпартмашкӑн хулара ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, ҫав лаптӑксенче нимӗнле сооруженисем те пулмалла мар. Анчах администраци ҫакна шута илмен. Хӑш-пӗр лаптӑкра хуҫасӑр кивӗ зданисем, хуралтӑ таврашӗсем пулнӑ. Прокуратура Етӗрне хула ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче хӑлтӑр-халтӑр ҫуртсем ларнине кура 20 ҫемье ӑна илме килӗшмен. Прокуратура ыйтнипе ятарлӑ организаци кадастр ӗҫӗсем ирттерет. Кун хыҫҫӑн вӗсене нумай ачаллӑ ҫемьесене парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗнче лавкка ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пушар мӗнле майпа тата ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ. Лавкка паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 1.30 сехетре, ҫуннӑ. Лавкка икӗ хутлӑ. Ӑна харпӑр усламҫӑ уҫнӑ. Ҫулӑм суту-илӳ залӗнче алхаснӑ. Унти тавар ҫунса кайнӑ, лавккан стенисемпе маччи сиенленнӗ. Пушара сӳнтерме Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем виҫӗ пушар цистернипе ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи «Звездный» уйлӑхра ачапа инкек пулнӑ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсене, тӗрӗсрех каласан, Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине, ӗненсен, ача эмел нумайрах ӗҫнӗ. Ҫавна пула ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ ача сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар. Арҫын ачана эмеле тухтӑр ҫырса панӑ иккен. Ача ҫумӗнче ҫав препаратсем пулнӑ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин сайтӗнче ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма сӗнсе ҫырнӑ. Тухтӑр ҫырса панӑ рецептпа ачан эмел ӗҫмелле пулсан, ҫавӑн пирки воспитательсемпе вожатӑйсене систерме ыйтаҫҫӗ. Асӑннӑ министерствӑри тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх, эмел ӗҫнине ача-пӑча уйлӑхӗнчи тухтӑрӑн сӑнаса тӑмалла. Тепӗр майлӑ каласан, ача мӗн чухлӗ эмел тата хӑҫан ӗҫнине аслисен йӗркелесе тӑмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре допинг правилисене пӑснине тупса палӑртнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче ку хыпар Раҫҫейри информаци агентствисемпе электрон кӑларӑмсем тӑрӑх самантрах сарӑлчӗ. Пирӗн тӑрӑхри тӳре-шара ҫак сӑмаха малтанласа ӗненменччӗ. Кайран Чӑваш Енӗн Спорт министерстви брифинг та ирттернӗччӗ. Михаил Богаратов министр допинга хирӗҫ «Русада» агенствӑна тӗпчев ирттерме пулӑшассине ӗнентернӗччӗ. Иртнӗ эрне вӗҫӗнче пирӗн республикӑна экспертсен сумлӑ ушкӑнӗ тӗрӗслевпе килсе ҫитнӗ. Ушкӑн иртнӗ шӑмат кун Шупашкарта ӗҫлӗ канашлӑва пухӑннӑ. Вӗсем тренерсемпе, медицина ӗҫченӗсемпе тата спортсменсемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Тӗпчев тӑрӑх ЧР Спорт министерстви тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнасшӑннине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ылтӑн яхта шыва путнӑ. Вӑл ылтӑнтан пулман-ха. Унӑн тӗсӗ ҫавӑн пек пулнӑ иккен. Хаклӑ пурлӑх яхт-клубӑн стоянкинче ларнӑ. Пӑтӑрмаха сӑнанисем пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв тӗпне яхта хӑвӑрт анса кайнӑ. Пӗр 10 минутра вӑл путнӑ. Ылтӑн тӗслӗ ҫав яхта ҫинче Пӗрремӗш канал телеертӳҫи Марина Ким сӑн ӳкерӗннӗ. Асӑннӑ телеканал ертӳҫисем, аса илтерер, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун Чӑваш Енӗн тӗп хулине, Шупашкара, ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттерме пысӑк йышпа килнӗччӗ. Яхта ҫинчи сӑнӳкерчӗксене телеертӳҫӗ каярах хӑйӗн Инстаграмри страницине лартнӑ. Шупашкарӑн Атӑл ҫыранӗ хӗрринче меллӗн вырнаҫнӑ чаплӑ яхта мӗн сӑлтавпа шыва путнин сӑлтавӗ паллӑ мар. Унӑн хуҫи кам пулнине те, пуянлӑх хакне те кӗске хыпарта асӑнман. Яхтӑна халӗ шывран кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Аҫтӑрхан хулинче иртекен фестивале тухса кайнӑ. Культура мероприятийӗн йӗркелӳҫисем ӑна хальхи театр ӳнерӗн фестиваль-лабораторийӗ теҫҫӗ. Ӑна «Верю!» (чӑв. Ӗненетӗп) ят панӑ. Раҫҫей шайӗнче ирттерекен уҫӑ фестиваль-лаборатори кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртет. Анчах чӑвашсем малтанхи икӗ ҫулӗнче хутшӑнман. Кӑҫал, ав, тухса кайнӑ. Фестиваль утӑ уйӑхӗн 1-7-мӗшӗсенче иртӗ. Унта 12 хулари 15 труппӑпа пултарулӑх пӗрлешӗвӗ хутшӑнать. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Пять – двадцать пять» трагикомедие кӑтартӗ. Пьеса авторӗ — Данила Привалов ҫамрӑк драматург. Ӑна театрти ҫамрӑк Дмитрий Михайлов актер лартнӑ. Фестиваль тӳрисем — Раҫсейри паллӑ педагогсем, критиксем тата режиссерсем. Форумра чи лайӑх режиссера, хӗрарӑм тата арҫын ролӗсене чи калӑплакансене палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнчи Чӗпӗлкасси ялӗнче ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, пушар тухнӑ. Уйрӑм ҫыннӑн пулнӑ пӗр хутлӑ йывӑҫ пӳрт вутра тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ. «Хӗрлӗ автана» ҫӑварлӑхланӑ хыҫҫӑн икӗ ҫын виллине тупнӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурта юсаса ҫӗнетме май килмӗ. Вӑл кӗлленсе ҫӗрпе танлашнӑ темелле. Ӑна юсаса ҫӗнетмешкӗн, тепӗр тесен, кил хуҫин май килмӗ. Хайхискер, 42 ҫулти хӗрарӑм, пушарта вилнӗ. Унӑн иккӗмӗш сыпӑкри 50 ҫулти пиччӗшӗ те леш тӗнчене ӑсаннӑ. Тӗпчевҫӗсем ку ӗҫе тишкерме пуҫланӑ. Кил хуҫипе тӑванне ирӗксӗрлесе вӗлернӗ теме, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсен сӑлтав ҫук иккен. Тӗпчевҫӗсем пушар сӑлтавӗ пирус туртнипе ҫыхӑннӑ версие те тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Тутарстанри Чураково ялӗнче пурӑнакансем Учук ирттернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче унта тӗпленнӗ халӑх ҫак йӑла-йӗркене ирттерме пухӑннӑ. Учукра выльӑх пусса чӳк тунӑ. Ялта ӑна ирттермелли ятарлӑ вырӑн пур. Сурӑха шӑпах ҫавӑнта илсе касса пуснӑ. Йӑла-йӗрке кӗлӗ вуланинчен пуҫланнӑ. Унтан ҫынсем кӑвайт чӗртсе хуран ҫакнӑ, унта 7 тӗрлӗ кӗрперен пӑтӑ пӗҫернӗ. Ӑна Учука килнӗ кашни ҫынна тутанма панӑ. Ҫынсем сӑмарвартан чей те ярса ӗҫнӗ. Ҫутҫанталӑк лапамӗнче пӗҫернӗ пӑтӑ пурне те килӗшнӗ. Уҫӑ сывлӑшра апатланма тата та лайӑхрах-ҫке-ха. Учук юрӑ-ташӑпа, вӑйӑ картине тӑнипе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Гастелло урамӗнчи ҫуртсен картишӗнче 20 ҫулти хӗре вӗлернӗ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл – 16 ҫулти хӗр. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав каҫхине вӑл пӗлӗшӗн пӗрле пурӑнакан 20 ҫулти хӗрӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмалатас тесе суд экспертизисем ирттереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |