Сывлӑх
![]() Шупашкарти пӗр арҫын кӗпепе ҫурална пулӗ. Ӑна тухтӑрсем вилӗмрен ҫӑлнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ҫав арҫын клиника вилӗмӗнче 20 минут пулнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «103» номер ҫине шӑнкӑрав килнӗ: арҫыннӑн юн пусӑмӗ чакса ларнӑ. Тухтӑрсем пациент патне 6 минутран ҫитнӗ. Медиксем ҫитнӗ тӗле унӑн сывлӑхӗ тата йывӑрланнӑ, вӑл сывлама пӑрахнӑ, чӗри тапман. Тухтӑрсем клиника вилӗмӗ пулнине палӑртнӑ. Шурӑ халатлисем тӳрех реанимаци ӗҫӗсене тума пуҫланӑ. Вӗсем пациентӑн пурнӑҫӗшӗн 20 минут кӗрешнӗ. 20 минутран арҫыннӑн пульс тупӑннӑ, вӑл тӑна кӗнӗ. Халӗ вӑл пульницӑра выртать. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |