Шупашкарти тухтӑрсем усал шыҫӑпа чирлӗ 55 ҫулти арҫынна кӑткӑс операци тунӑ. Унӑн чӗлхине тӗпӗ-йӗрӗпе касса илсе ҫӗннине лартса панӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫыннӑн тӑваттӑмӑш тапхӑра куҫнӑ усал шыҫӑ пулнӑ, чӗлхи пӗтӗмпех юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫавна май тухтӑрсем ӑна касса илме, хӑйӗн ӳт-мышципе усӑ курса ҫӗннине лартса пама йышӑннӑ. Ку операци чӑннипех питӗ кӑткӑс шутланать-мӗн, ҫавна май пур центрта та ун йышши операцисем тумаҫҫӗ.
Каласа хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, асӑннӑ операци ӑнӑҫлах иртнӗ. Халӗ арҫыннӑн хими-пайӑрка сиплевӗ витӗр тухмалла, хӑй тӗллӗн апатланма тата калаҫма хӑнӑхмашкӑн реабилитаци тапхӑрне тӳссе ирттермелле. Врачсем хушнине пурнӑҫласа пырсан вӑл чиперех калаҫма, ҫиме пултарӗ.