Чӑваш Енри полицейскисем ытти хулари ӗҫтешӗсемпе ултавҫӑсен хура ӗҫне тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Хайхискерсем медицина пулӑшӑвӗ паракан клиникӑсем уҫнӑ, «Мед-клиник» ятлӑ вӑл.
Клиникӑра ӗҫлекенсем ҫынсене хӑйсем патне илӗртсе сывлӑхне тӗрӗсленӗ, ҫук чирсем тупса палӑртнӑ та сипленмешкӗн кредит илме сӗннӗ. Кунашкалли Шупашкарти Ярославль урамӗнче те пулнӑ. Унта вӑй хуракансем ятарлӑ медицина пӗлӗвӗ те пулман.
Ҫак «тухтӑрсем» уйрӑмах ватӑ ҫынсене улталанӑ, тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн чирсем шутласа тупнӑ, ӑна пӗр тӑхтамасӑр сиплемелли пирки каланӑ. Анчах йӳнӗ мар, ҫавӑнпа кредит илме сӗннӗ. Хӑшӗ-пӗрине 500 пин тенкӗ таранах илтернӗ.
Кунашкал ухтарусене Мускавра, Питӗрте, Владимир, Калуга, Рязань, Ярославль облаҫӗсенче те ирттернӗ.