Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Шупашкарта гериатри центрӗ уҫӑлнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.04.2019 19:32 | 1296 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Чӑваш Енре гериатри службине аталантарасси пирки эпир икӗ ҫул каяллах пӗлтернӗччӗ. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртрӗ. Халӗ Республикӑри гериатри центрне уҫнӑ.

Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку учреждение Вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна Нина Сидорова ертсе пырать.

Гериатри центрӗнче ватлӑх астенийӗ пуҫланнӑ пациентсене консультаципе медицина пулӑшӑвӗ кӳреҫҫӗ. Ватӑсене пӑхакансем тата ватӑсем валли шкул та йӗркеленӗ.

Гериатри центрӗнче — талӑкӗпех выртмалли 20 койка-вырӑн.

Сӑмах май, юлашки 7 ҫулта пирӗн республикӑри ҫынсем вӑтамран 3,2 ҫул нумайрах пурӑнаҫҫӗ. Этем ӗмӗрӗ вӑтамран 73,5 ҫулпа танлашать. 60 ҫул урлӑ каҫнисем республикӑра — 255 пин ытла. Ку вӑл халӑхӑн пӗрре пиллӗкмӗш пайӗ пулать. 85 ҫултан 18 399 ҫын иртнӗ, 100-тен — 100 ҫын.

#тухтӑрсем, #Сывлӑх сыхлав министерстви, #сывлӑх, #ваттисем, #статистика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

П.Иванов // 4054.43.6839
2020.03.25 23:26
Ӑҫта-ши ку ҫурт? Ман 83 ҫулхи аттене вырнаҫтармалла унта. Кам пӗлет?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем