Сывлӑх
![]() Пӗлтӗр Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви «Гериатри» направленипе халӑха пулӑшу кӳрессине ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май участокри терапевтсен тата пӗтӗмӗшле практика врачӗсен тата гериатрсен кинеми-мучисемпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле. Паян Чӑваш Енре 60 ҫултан иртнӗ 340 пин ытла ҫын пурӑнать. Статистикӑна ӗненсен, ку вӑл халӑхӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне яхӑн. Пӗтӗм тӗнчери пекех пирӗн республикӑра та вӑрӑм ӗмӗрлисен шучӗ юлашки ҫулсенче ӳссе пырать. Чӑваш Енре пурӑнакансен ӗмӗрӗ 2006 ҫултанпа вӑтамран 4,5 ҫул нумайланнӑ, халӗ вӑл 71,35-пе танлашать. 85 ҫултан иртнисем — 17 пин ытла ҫын, 100 ҫултан каҫнисем — 98-ӑн. Медицинӑн чи ҫамрӑк отрасльне аталантарнӑ май пульницӑсенче гериатрсен пӳлӗмӗсем уҫӑлӗҫ, ун пеккисем республикӑра 15 пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |