Патӑрьел районӗнчи арҫынсем ашшӗ пулма вӗренни пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. «Пурнӑҫри яваплӑ утӑма хатӗрленекенсене шиклентерекенни чылай. Ҫавна шута илсе унти хӗрарӑмсен консультацийӗ ҫумӗнче «Пулас амӑшӗсен шкулӗ» кӑна мар, «Пулас ашшӗсен шкулӗ» те вӑй илсе пырать», — хыпарланӑ унта.
Патӑрьелти район пульницинче медицинӑпа психологи пулӑшӑвӗ кӳрекен ҫак шкула этемлӗхӗн вӑйлӑ ҫуррийӗ валли ятарласа йӗркеленӗ. Светлана Ибетова психолог каланӑ тӑрӑх, шкула пӗлтӗр уҫнӑ. Халӗ ку заняти вӑй илсе пырать, ҫынсем те ытларах ҫӳреҫҫӗ. Кӑҫал ӑна эрнесерен йӗркелеме пуҫланӑ. «Пулас ашшӗсен шкулне» пыракан арҫынсем хушшинче 20 ҫултан пуҫласа алла ҫитичченхисем таранах пур. Ушкӑна вунна яхӑн ҫын пуҫтарӑнать.