Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Йӑлмаччара фельдшерпа акушер пункчӗ уҫнӑ. Ял ҫыннисене ун пек ҫурт мӗн тесен те питех те кирлӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие районти тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. Хӗрлӗ хӑйӑва ял халӑхне пухсах каснӑ вӗсем. Районтан килнӗ йыш хушшинче Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — агропромышленность организацийӗсемпе ҫыхӑну тытакан пай пуҫлӑхӗ Анатолий Егоров, Канаш районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Рената Федорова пулнӑ.
364 ҫын пурӑнакан ял халӑхӗ ячӗпе ФАПшӑн Татьяна Варфоломеева тав тунӑ. Фельдшерпа акушер пунктне вӑл парне те панӑ.
Кӳршӗллӗ Вӑтакас Татмӑшри участокри пульницӑри тухтӑрсем Любовь Яковлева, Наталья Кондратьева тата ыттисем те ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ ятпа ял ҫыннисене саламланӑ.