Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Анисим Асламассен динаситине халалласа «Асламас+» юрӑпа кӗвӗ каҫӗ иртнӗ. Ӑна Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑвашсен классик-композиторӗ Анисим Асламас (1924-2000) ҫуралнӑранпа 95 ҫул, унӑн ывӑлӗ ывӑлӗ Алексей Асламас (1959- 2017) ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑваш композиторӗн ывӑлӗ Алексей Ленинградри консерватори хыҫҫӑн 1993 ҫулта Чехие ӗҫлеме тухса кайнӑ. Вӑл — дирижёр, пианист. Унти Брно хулинчи наци театрӗнче, консерваторире тата музыка академийӗнче тӑрӑшнӑ. Шупашкара Алексей Анисимовичӑн мӑшӑрӗ Инна Георгиевна (вӑл Брно консерваторийӗнчи фортепиано уйрӑмӗнче заведующийӗ пулса ӗҫлет), чӑваш классикӗн мӑнукӗ Антон Асламас, Алексей Асламас-кӗҫӗнни килсе ҫитнӗ. Вулавӑшри уяв каҫне ҫавӑн пекех Хусанти консерватори студентки, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Екатерина Чеботарёва тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗн солистки Динара Федотова хутшӑннӑ.