Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Филипп Лукина асра тытса уяв каҫне йыхравлаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.10.2018 06:44 | 1771 хут пӑхнӑ
Культура

Паян, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ залӗнче «Филипп Лукин – мастер песенной лирики» (чӑв. Филипп Лукин — юрӑ лирикин ӑсти) астӑвӑм каҫӗ иртмелле. Ӑна Филипп Лукин ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Филипп Миронович Лукина чӑвашсен профессилле музыкине пуҫараканӗсенчен тата аталантараканӗсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Пултаруллӑ музыкант, композитор, дирижер, общество ӗҫченӗ тата педагогӑн вӗренекенӗсем Раҫҫейпе Чӑваш Енӗн музыка культурине илем кӳнӗ тесе пӗлтерет ЧР Культура министерстви.

Астӑвӑм каҫӗ паян Наци вулавӑшӗнчи 4-мӗш хутра 14 сехетре пуҫланать. Ҫитсе курас текенсене унта пурне те йыхравлаҫҫӗ.

Юбилея халалласа ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукассинчи кану центрӗнче «Песней порадуем друзей» (чӑв. Юлташсене юрӑпа савӑнтарар) хӑй тӗллӗн вӗреннӗ хор ушкӑнӗсен фестивалӗ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ.

#юбилейсем, #персона, #астӑвӑм, #культура, #вулавӑшсем, #Красноармейски районӗ, #Чатукасси

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Илле // 3495.30.3585
2018.10.11 13:04
Мĕн тесе пурин ячĕ те вырăсла?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем