Культура
![]() Шупашкарти «Радужный» микрорайонти пӗр урама Чӑваш халӑх писателӗн Василий Алентейӗн ятне панӑ. Ҫакӑн пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков 1811-мӗш номерлӗ йышӑну тунӑ. Шупашкар хула окургӗнчи урамсемпе лапамсен реестрӗнче ку урам 528-мӗш номерпе тӑрӗ. «Радужный» микрорайонти урамсенчен ипӗрне хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ ҫумӗнчи ятсене паракан комисси йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Халӑх туслӑхӗн орденне тивӗҫнӗ Василий Алентей ҫуралнӑранпа кӑҫал 100 ҫул ҫитет. Шӑпах ҫавӑнпа пӗр урама ун ятне парас тенӗ. Унччен ҫыравҫӑ ячӗпе Гладков урамӗн пӗр пайне хисеплеме палӑртнӑччӗ. «Уҫӑ хула» порталта ҫавна май сасӑлав та иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |