Политика
![]() newtimes.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Михаил Васильевич тухса калаҫнине итлес текен журналистсен списокӗ хатӗр. Вӗсем пурте аккредитаци тухнӑ. Ҫак списокра ют ҫӗршыври МИХ тытӑмӗнче ӗҫлекен те пур. Шупашкара Би-би-син Раҫҫейри службин журналисчӗ Илья Барабанов килме кӑмӑл тунӑ. Асӑннӑ МИХ Британири, тӗнчери тата Раҫҫейри хыпарсене пӗлтерсе тӑрать. Хамӑр ҫӗршыврисенчен «Известия» мультимедипе информаци центрӗнче ӗҫлекен Алексей Полторанин тата Дмитрий Тимофеев хутшӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн Наци телерадиокомпанийӗнчен 18 ҫын аккредитаци тухнӑ. Ытти хаҫат-журналта тӑрӑшакансем те пур списокра. Оппозици текен МИХсенчен — «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат тата «Справедливая Россия – Чувашия» хаҫат (Алексей Кряжинов). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |