Ку хыпарпа эсир ҫавӑн пекех Чӑвашла паллашма пултаратӑр
Политика
![]() realnoevremya.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тутарстанӑн экологи тата ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма шухӑшламасть. «Чӑваш Республикин халӑхне чунтан хисеплетӗп. Анчах мана кӳршӗллӗ регион пуҫлӑхне лартасси ҫинчен калакан сӑмах — шухӑшласа кӑларнӑ сас-хура. Эпӗ тӑван Тутарстанра Рустам Нургалиевич командинче малалла ӗҫлӗп», — тенӗ вӑл «Татар-информ» информаци агентствине. Аса илтерер: «Симбирский шугожор» телеграмм-канал Чӑваш Ене Александр Шадрикова ертсе пыма шанӗҫ тесе ҫырнӑ. Халӗ А. Шадриков Тутарстанра экологи министрӗ пулса ӗҫлет. Каярах ку хыпара Хусанти «Бизнес-Онлайн» кӑларӑм тата ыттисем сарнӑ. Михаил Игнатьев пӑтӑрмахлӑ историе ҫине-ҫинех икӗ хутчен лекнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Ен ертӳҫи пирки МИХсенче тӗрлӗ хыпар сарӑлчӗ. Сӑмах май каласан, ҫӗршыв ертӳҫин пресс-секретарӗ Дмитрий Песков Михаил Игнатьева хакласа калама тытӑнса тӑнӑ тесе пӗлтернӗ «Газета.Ru» паян. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |