Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Элтепер Ҫырӑва ҫитес эрнере вулӗ

Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Таисия Ташней 21.01.2020 21:01 | 74 хут пӑхнӑ
Политика
cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ
cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫыру яма хатӗрленнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ун валли маларах ҫынсен сӗнӗвне йышӑнчӗҫ.

Элтепер Ҫырӑвӗпе кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче паллашма пултарӑпӑр. Шӑпах ҫав кун Михаил Игнатьев Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухӗ. Ҫырура вӑл Чӑваш Ен Правительствин, Патшалӑх Канашӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприяти-организацисен ӗҫӗнче мала хумалли тӗллевсене палӑртӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ журналистсене ҫав мероприятие аккредитацилеме заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ. Заявкӑсене ag-press@cap.ru адреспа ӑсатма пулать. Вӗсене кӑрлачӑн 27-мӗшӗнчи 14 сехетчен йышӑнӗҫ.

#Ҫыру, #тӳре-шара, #Элтепер, #Патшалӑх Канашӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Элтепер Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуланӑ
2019, 01, 23
Чӑваш Енре 100 ҫул тултарнӑ 100 ҫын пурӑнать
2019, 01, 25
Чӑваш Енре ял хуҫалӑхне цифрӑлатӗҫ
2019, 01, 29
Светлана Ананьева каллех Элтепере пулӑшать
2019, 07, 05
Элтепер Ҫыру хатӗрлет
2020, 01, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org