Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Элтепер Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 23.01.2019 19:48 | 1863 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуланӑ. Тӗрӗсрех каласан, пӗр сыпӑка.

Республикӑн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура вӑл кӑҫал Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине палӑртса хӑварнӑ.

«Хастарлӑ, хыт утӑмлӑ пулӑр,

Ҫӗршывӑн хастар ачисем,

Вут кайӑклӑн вӗҫӗр, ан юлӑр,

Ан юлӑр кун-ҫул уттинчен!» – тесе чӗннӗ вӑл тӑван халӑха.

Ҫак хӗрӳ ӗненӳ пирӗн чӗресенче те вутланса тӑтӑр!», — тесе вӗҫленӗ вӑл хӑйӗн Ҫырӑвне.

Элтепер Ҫырӑвне итлеме тӗрлӗ шайри депутатсем, предприяти-организаци пуҫлӑхӗсем, районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансем, халӑх пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисемпе пайташӗсем пухӑннӑ.

#Ҫыру, #депутатсем, #тӳре-шара, #Элтепер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Атнер // 1726.84.3785
2019.01.24 10:13
Ҫак хӗрӳ ӗненӳ тенине вырӑсларан чвашла куҫарнипе ӗненмелле мар пек туйӑнать пулас.
Agabazar // 3615.79.8315
2019.01.24 19:39
Agabazar
"Хурăç шанчăк" текен сăвва Çĕçпĕл Мишши вырăсла мар, акăлчанла мар, киттайла та мар — чăвашла çырнă.

Сăввăн оригиналĕ — чăвашла. Паллах, ытти чĕлхесене куçарнă версисем те пур.

Ку информацирен Игнатьев патша сăвва хăш чĕлхепе вуласа кăтартни паллă мар. Чăвашла вуланă пек курăнать. Анчах та чăннипе апла пулман-тăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем