Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ӳсӗр арҫын ют машинӑпа инкеке лекнӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 30.01.2020 07:28 | 720 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Комсомольски районӗнче ӳсӗр арҫын ют ҫын машинипе пырса ҫапӑннӑ. Унтан вӑл транспорта лартса хӑварса инкек вырӑнӗнчен тарма хӑтланнӑ.

Пӑтӑрмах кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 21 сехет те 40 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. Вырӑнти йӗрке хуралҫисенчен Урмаел ялӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хушшинче ларакан машинӑна такам хускатса кайнӑ. Транспорт хуҫи унӑн алӑкне питӗрмен пулнӑ.

34 ҫулти ӳсӗр арҫынна «Нурӑс-Патӑрьел-Елчӗк» ҫул хӗррипе утса пынине асӑрханӑ. Машинӑпа пынӑ чух вӑл картана пырса ҫапӑннӑ иккен. Машинӑна унта лартса хӑварнӑ.

Арҫынна 10 талӑклӑха тытса хупнӑ. Ют машинӑна вӑрлас мар тӗллевпе хускатса кайнӑскер тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 166-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

#Елчӗк, #Патӑрьел, #Нурӑс, #пӑтӑрмахсем, #ҫул-йӗр, #Комсомольски районӗ, #ӳсӗрсем, #Комсомольски, #пуҫиле ӗҫсем, #Урмаел

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/B75-TEfK82c/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хӗрарӑм мотоблока ҫапса кайнӑ: арҫын вилнӗ
2019, 07, 18
Прокуратура ҫула юсаттарма йышӑннӑ
2019, 08, 20
Таксипе ҫӳренӗшӗн явап тыттарасшӑн
2019, 09, 29
Тракторпа ҫапӑнса виҫҫӗн вилнӗ
2019, 12, 08
Пенси карчӑкки арҫынна ҫӗҫӗпе чикнӗ
2020, 01, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org