Тӗрмене лекмӗп, хутаҫ ҫакса утмӑп тесе калама хушман. Пурнӑҫӑн хӳри пӑрӑнӑҫ та хӑш вӑхӑтра мӗн пулассине никам та пӗлеймӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑннӑ, ҫичӗ теҫетке ҫула ҫывхаракан хӗрарӑм ватлӑхра суд тенкелӗ ҫине ларасса шутламанах-тӑр.
Кӑҫалхи Ҫӗнӗ ҫул каҫхине ун патӗнче кӳрши, 58 ҫулти арҫын, пулнӑ. 67-ри хӗрарӑмпа иккӗшӗ тем пайлайман-ҫке. Хӗрӗнкӗ (РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче ҫапла пӗлтернӗ) хӗрарӑм арҫынна кӑкӑр тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Суранланнӑ этем кӑштахран вырӑнтах вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев вӑхӑтӗнче ӑна хупнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра специалистсем медицина, медицинӑпа криминалистика, биологи тата психиатри тӗпчевӗсем ирттерӗҫ.
Тӗпчев халӗ малалла пырать.