Пӑтӑрмахсем
![]() Tvitter.com сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнче влаҫ ҫыннине кӳрентернӗшӗн суд тунӑ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх хакласан, влаҫра ӗҫлекен ҫын 60 ҫулти арҫын сӑмахне йывӑра илнӗ. Лешӗ ӑна усал сӑмахсемпе ятланӑ иккен. Влаҫра тӑрӑшакана ӗҫ вӑхӑтӗнче кӳрентернӗшӗн РФ Пуҫиле кодексӗн 319-мӗш статйипе явап тыттарма пулать. 60 ҫулти арҫын тӗлӗшпе шӑпах ҫапла тунӑ та. ...Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Кӑнтӑрла иртни 15 сехет тӗлӗнче вӑйпиттине Шалти ӗҫсен министерствин Муркаш районӗнчи ӗҫченӗсем ӳсӗррине палӑртма вырӑнти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫавӑншӑн тарӑхнӑ арҫын пакунлине хутлӑ-хутлӑ сӑмахсемпе ҫын умӗнчех кӳрентернӗ. Сӑмаха шутласа калаҫман арҫынна Муркаш районӗнчи суд ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |