Республикӑн клиника онкологи диспансерӗн тӗп врачӗн тӗлӗшпе Чӑваш Енре приговор вуланӑ. Аса илтерер, Раҫҫейӗн Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗ тата Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури Республикӑри клиника окологи диспансерне кӑҫал ҫуркунне тӗрӗсленӗччӗ, пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ.
Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса медицина хатӗр-хӗтӗрӗ тата медицина тӗлӗшпе усӑ курмалли япала туяннӑ чухне саккуна пӑхӑнман иккен. Пӗр енчен, вӑл Росздравназорта регистрацилемен оборудовани туяннӑ тата медицина обрудованине ытла хаклӑпа илнӗ. Ҫапла хыснана 34 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ. Хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ юсанмалли колоние 2 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.