Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта пуранакан 49 ҫулти арҫынна 14-ри хӗрачана таптаса кайнӑшӑн судпа айӑпланӑ. Аса илтерер, пӑтӑрмах пӗлтӗрхи кӗркунне пулса иртнӗ. Ӳсӗр этем ачана машинӑпа лартса каяс тенӗ. Лешӗ хирӗҫлесе ҫул айккине пӑрӑннӑ. Тарӑхнӑ водитель кювета пӑрӑнса хӗрача ҫине пырса кӗнӗ. Ҫапла майпа ачан ҫурӑм шӑмми аманнӑ, ӑна пульницӑна вырттарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана халӗ те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ. Пуҫтахланнӑ этеме пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха хупмалла тунӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха. Кунсӑр пуҫне ӑна ӳсӗрле руль умне ларнӑшӑн та явап тыттарнӑ. Унӑн правине 1,5 ҫуллӑха туртса илнипе пӗрлех 30 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |