Раҫҫейре, чикӗ леш енче вӗлле хурчӗсем нумай вилни пирки калаҫаҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑра вӗсем нумай пӗтмен-ха, ҫапах йышӗ 20 процент чакнӑ.
«Агентство по пчеловодству» (чӑв. «Вӗлле хурчӗсене ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен агентство») акционерсен уҫӑ обществин тӗп директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗлле хурчӗсем ытларах чухне хурт-хӑмӑр тытакансене уй-хире удобренисемпе тата гербицидсемпе сапнине маларах пӗлтерменшӗн вилеҫҫӗ. Ҫак ҫитменлӗхе пӗтерес тӗллевпе ЧР ял хуҫалӑх министрӗ ЧР Патшалӑх ветеринари службине министерствӑпа пӗрле республикӑри утарсен даннӑйсен базине тума, ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсен паспортизацине хатӗрлеме хушнӑ.