Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Ҫыхӑнура» форум сайтӗнчен илнӗ сӑн ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин (вӑл Элтепер отпускра чухне унӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать) Пӑрачкав районӗнче ӗҫпе пулнӑ. Ӗнер вӑл унта ҫӗнӗ хыпар пӗлтернӗ: Китай инвесторӗсем Ҫӗмӗрле районӗнче 2 пин гектар ҫӗр тара илме хатӗрленеҫҫӗ. Палӑртмалла: Пӑрачкав тӑрӑхӗнче Китай ҫыннисем ҫӗр унчченех тара илнӗ. Унта 4 пин пуҫ сумалли ӗне валли тата 2 пин пуҫ выльӑх какай валли усрасшӑн. Ҫакӑ «Чӑваш Ен – Сычуань» агропарк тӑвассипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать. Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев палӑртнӑ тӑрӑх, района инвестор килнӗренпе усӑ курман ҫӗрсем пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗнӗ. Китайсем унта 5029 гектар ҫӗр тара илнӗ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |