Ял хуҫалӑхӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Лапсар ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Юрма» предприятине урӑх ҫын туянасшӑн. Ҫакӑн пирки «Советская Чувашия» хаҫат нумаях пулмасть пӗлтернӗ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫа ӗненсен, Чӑваш Енри чӑх-чӗп хапрӑкне Волгоград облаҫӗнчи пӗр предприяти туянасшӑн. Унти «МегаМикс» компанисен ушкӑнӗ куҫ хывнӑ иккен. Ҫапах та кунта пӗр анчах пур. Чӑх-чӗп хапрӑкӗн пурлӑхӗ — Перекет банкӗнче салукра. Апла пулсан, сутма Перекет банкӗ ирӗк пани кирлӗ. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, предприятин кредит учрежденийӗнчен процентпа кивҫен укҫа илнӗ чух пурлӑха салука хывнӑ. Ҫакна та палӑртмалла: «Юрма» предприятипе Тутарстанри «Агросила» агрохолдинг та хӑй вӑхӑтӗнче кӑсӑкланнӑччӗ. Кун пирки сас-хура 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче тухнӑччӗ. Ҫав ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Тутарстанри предприяти туянас шухӑша улӑштарнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |