Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.0 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Ракпа чирлӗ ҫӗр улми пирки пӗлтермелле

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 30.08.2019 06:29 | 322 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх надзорӗн Чӑваш Республикинчи тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ ҫӗр улми ракӗ пирки асӑрхаттарать. Унпа чирлӗ тымар ҫимӗҫе асӑрхасан специалистсене пӗлтерме сӗнет.

Ҫӗр улми ракӗ хӑрушӑ карантин объекчӗ шутланать иккен. Ӑна Synchytrium endobioticum (Schilbersky) Percival текен кӑмпа пуҫарать. Рак ҫӗр улмин мӗнпур пайне сиенлетет. Ҫав шутра — ҫулҫине, чечекне. Вӑл тымара кӑна лекмест-мӗн. Рак палли — чечеклӗ купӑста евӗр кӑтрашка ӳссе ларни.

Мӑкӑль виҫи тӗрлӗрен пулать. Пӗчӗк пӑрҫа евӗрлинчен пуҫласа тымар ҫимӗҫрен иртекенни таранах. Ҫӗр айӗнче ӳснӗ мӑкӑль шурӑ тӗслӗ, ҫӗр ҫинче аталанни — симӗс. Юлашкинчен ҫавсем хуралса ҫӗрсе каяҫҫӗ.

Ракпа чирлӗ ҫӗр улмине асӑрхасан специалистсене пӗлтермелле.

#апат-ҫимӗҫ, #чир-чӗр, #ял хуҫалӑхӗ, #Россельхознадзор

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Юрма» продукцийӗ сывлӑхшӑн хӑрушӑ пулнӑ
2018, 09, 04
Брянскран кӳрсе килнӗ, сывлӑхшӑн сиенлӗ сыр сутнӑ
2019, 03, 28
134.5 килограмм ҫимӗҫ тӗп тунӑ
2019, 05, 10
Питӗрти чӑвашсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ
2019, 07, 19
Чӑваш хресченӗ тӗш тырра чикӗ леш енне ӑсатать
2019, 08, 14

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org