«Юрма» тулли мар яваплӑ обществӑн продукцийӗ сывлӑхшӑн сиенлӗ пулнӑ. Россельхознадзорӑн Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗнче асӑннӑ фабрикӑра кӑларакан чӑх чӗппин пӗҫҫинче Listeria monocytogenes бактери тупса палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн предпрятире лаборатори тӗрӗслевӗн ҫивӗч режимне йӗркеленӗ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн надзор органӗ Чӑваш Енӗн Арбитраж судне ҫитнӗ. Предприятие вӑл административлӑ майпа явап тыттарса 300 пин тенкӗрен пуҫласа 600 пин тенкӗ таран штрафлама ыйтнӑ. Россельхознадзорӑн управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ларӑвӗ авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртмелле. Унта «Юрма» предприятине епле явап тыттарассине пӑхса тухӗҫ. Штраф суммин виҫи те тӳресен йышӑнӑвӗнчен килӗ.
Agabazar // 2078.51.5525
2018.09.04 20:25 | |
Ку Ермолаева такки лапчăтса хураççĕ пулмалла. |