Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑрккине ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та вӑл кӗҫех пуҫланӗ. Ярмӑрккӑ авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ. Яланхи пекех унта пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, фермерсен продукцине туянма май пулӗ. Ярмӑрккӑра ял хуҫалӑх предприятийӗсем хӑйсен продукцине Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене кӑтартма пултараҫҫӗ, сутаҫҫӗ. Ҫынсем вара пахалӑхлӑ ҫимӗҫе йӳнӗрех хакма туянма пултараҫҫӗ. Ярмӑрккӑ «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗнче, «Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ» суту-илӳ комплексӗнче, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, «Шупашкар» универмаг хыҫӗнчи пасарта ӗҫлӗ. Ял хуҫалӑх продукцине юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗччен туянма май пулӗ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |