Культура
![]() Уявра / О. Цыпленков тунӑ сӑн Эрнекун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Оринин ял клубӗ ҫумӗнчи «Шуракӑш» ансамбле йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине палӑртрӗҫ. «Шуракӑш» ансамбль 1988 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче пӗрремӗш хут пухӑннӑ, ӑна йӗркелесе яраканӗ тата ертсе пыраканӗ Владимир Михайлович Александров шутланать. Ҫав ҫулах, 1988 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче ҫӗнӗ ансамбль пӗрремӗш концертне лартнӑ. «Шуракӑш» районта кӑна мар, республикӑра та паллӑ ушкӑн. Хӑйӗн концерчӗсемпе вӑл Раҫҫейри ытти тӑрахсенче те пулса курнӑ. Чикӗ леш енче те пӗрре мар концерт лартнӑ: Турцире, Белоруссире, Молдовӑра (Гагаузинче). Дагестанра, Алтайра, Липецкра тата ытти тӑрахсенче вал пулса курнӑ. «Шуракӑш» коллектива саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Тимофеев Ростислав Николаевич, Оринин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Волков Александр Сергеевич, Муркаш районӗн культуӑпа архив ӗҫӗн пай начальникӗ Чернова Елена Геннадьевна тата ыттисем ҫитрӗҫ. Уява видео ӳкерсе хутшӑннӑ Олег Михайлович Цыпленков каласа панӑ тӑрӑх ансамбле саламланӑ май пурте тенӗ пекех чӑвашла тухса калаҫрӗҫ, пӗр Чернова Елена Геннадьевна кӑна — вырӑсла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Пухура / Н. Плотников тунӑ сӑн Виҫӗмкун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче Тӑван чӗлхе кунне палӑртрӗ. Пирӗн тӳре-шара ку кун пирки ытлашшиех пӗлменнипех пулӗ унпа ҫыхӑннӑ мероприятисем сахалтарах иртеҫҫӗ. Ҫавах та пушшех те маннӑ теме май ҫук — хӑш-пӗр халӑх пӗрлӗхӗсем ӑна палӑртаҫҫех. Ак ӗнер те, нарӑсӑн 22-мӗшӗнче, ҫак уява халалласа «Хавал» пӗрлӗх конференци ирттерчӗ. Вӑл 10 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗн халӑхсен туслӑхӗн пӳлӗмӗнче пуҫланчӗ. Чи малтанах пӗрлӗх ертӳҫи Александр Блинов «Хавалӑн» тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ, вӗсене мӗн ҫине таянса пурнӑҫласси пирки пӗлтерчӗ. Тӗллевӗсене илес пулсан — вӗсем ҫакнашкал: чӑваш халӑхне хӑйӗн культурипе тата чӗлхипе мӑнаҫланма хӑнӑхтарасси, ҫывӑракан чӑвашлӑх туйӑмне вӑратасси тата ытти те. Ку ӗҫе «Хавал» ытти халӑхсене, культурӑсене тата тӗрлӗ тӗнсемпе харпӑр ҫын шухӑшӗсене хисеплесе ӗҫлеме шантарать. Конференцире «Хавалӑн» проекчӗсене пӑхса тухрӗҫ — вӗсене мӗнле шая туса ҫитернӗ, мӗн чӑрмантарать. Сӑмахран, Forvo проектра чӑвашла сасланӑ сӑмахсене ытти проектрисем хуратнине пӗлтерчӗҫ. Ҫавӑн пекех хавалҫӑсем чи анлӑ сарӑлнӑ чӑваш ячӗсен кӗнекине хатӗрлессипе, чӑваш чӗлхипе усӑ курман предприятисене ҫыру ҫырассипе, чӑваш чӗлхипе усӑ куракан хуҫалӑхсене тав туса ҫыру ярассипе, тӗрлӗ пӗчӗк видеороликсем тӑвассипе ӗҫлеҫҫӗ. |
Спорт
![]() Максим Вылегжанин, Александр Легков, Мартин Йонсруд Сундбю тата Илья Черноусов Сочире иртекен Олимп вӑййинче паян юлашки ӑмӑртусем иртӗҫ. Ҫав шутра хоккей финалӗ те. Унта Швеципе Канада тӗл пулӗҫ. Паянпа ӗнер Раҫҫей ушкӑнӗ пурӗ 3 ылтӑн медаль ҫӗнсе илнине шута илсе пирӗннисем медальсен йышӗпе те ушкӑнсен тупӑшӗвӗпе те чи малти вырӑна тухрӗҫ. Уйрӑмах паян тухӑҫлӑ пулчӗ теме пулать — йӗлтӗрпе 50 ҫухрӑма чупассипе пирӗн арҫынсем пӗтӗм малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Мала Александр Легков тухрӗ, иккӗмӗш вырӑна — Максим Вылегжанин, виҫҫӗмӗшне — Илья Черноусов. Паянах олимп вӑййине чыслӑ уяв ирттерсе хупӗҫ. Вӑл 20 сехетре пуҫланмалла. Олимп вӑййине уҫни илемлӗ те кӑсӑклӑ пулнине шута илсен хупни те япӑхах мар пек пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗлтӗр республикӑра пӗтӗм чӑваш диктанчӗ пӗрремӗш хут иртрӗ. Ӑнӑҫлӑ темелле: диктанта 2000 яхӑн ҫын хутшанчӗ. Ҫакнашкал акцие ҫулсерен ирттерме палӑртнӑ. Кӑҫал «Тоталлӑ диктант» Косманавтика кунӗнче, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пулӗ. Унта Раҫҫейри 200 хула хутшӑнӗ. Акцие И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУстуденчӗсемпе преподавателӗсем пуҫарнӑ. ЧР информаци политикин пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тоталлӑ диктанта» 2004 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл тӗнче шайне ҫитнӗ. Кӑҫалхи диктанта 45 пине яхӑн ҫын хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ванкуверти паралимпиада Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Паралипиадӑра Чӑваш Енри 10 тӳре (судья) ӗҫлесси паллӑ пулнӑ. Вӗсем йӗлтӗр чупӑвӗсенче, биатлонра ӗҫлӗҫ. Паян Сочие республикӑри паллӑ арбитр, Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн тренерӗ Андрей Михайлов тухса кайнӑ. — Вӑл Паралипиадӑра йӗлтӗр-биатлон стадионӗн пуҫлӑхӗ пулӗ. Владислав Антонов, Юрий Плотников, Константин Мясоедов чип парас енӗпе аслӑ судьясем пулӗҫ. Владимир Сидягин финишра чип пуҫтаракан судья тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ. Валерий Васильев финишра хронометраж енӗпе ӗҫлекен тӳре пулӗ, — пӗлтереҫҫӗ ЧР Спорт министерствинчен. — Паллӑ спорт журналисчӗ Вячеслав Ильин тата ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӗҫлекен Василий Никитин тренер йӗлтӗр стадионне хатӗрлекен аслӑ тӳресем пулӗҫ. Паралимпиада пуш уйӑхӗн 7–16-мӗшӗсенче иртӗ. Унта 45 ҫӗршыври 1 650 спортсмен тупӑшӗ. Вӗсем Паралимп вӑййин 5 тӗсӗнче медальсен 72 комплекчӗшӗн ӑмӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӗҫӗн Явӑш ялӗнче лаша вӑрланӑ пулнӑ. Хур курнӑ арҫын тӑкака 60 пин тенкӗпе танлаштарнӑ. Йӗрлевҫӗсем преступление уҫӑмлатас тӗллевпе сахал мар ӗҫленӗ — нумаях пулмасть вӑрланӑ лашана туянакансене тупса палӑртнӑ. Вӗсем — Чулхула ҫыннисем. Хайхискерсем лашана Чӑваш Енран «ГАЗельпе» илсе тухнӑ. Ҫак ӗҫре айӑплине те тупса палӑртнӑ. — Айӑпланакан вӑрланӑ лашана уй-хир тӑрӑх 10 ҫухрӑма яхӑн хӑваласа чуптарнӑ. Унтан пӗр яла ҫитсен Чулхула ҫыннисене сутса янӑ. 35 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, — пӗлтернӗ РФ ШӖМӗн «Вӑрнар» уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Андрей Губанов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарти Ф.М.Лукин ячӗллӗ 5-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче наци музыкин, поэзийӗн, ӳнер ӑсталӑхӗн «Тӑван ен» республика фестивалӗ иртнӗ. Вӑл — асӑннӑ шкулӑн проекчӗсенчен пӗри. Ӑна ҫулсерен нарӑсра ирттереҫҫӗ. Проекта 2009 ҫулта пуҫарнӑ. Пилӗк ҫулта унта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Етӗрнери музыка шкулӗсем, ача-пӑча ӳнер шкулӗсем шкулӗсем хутшӑннӑ. Концерт программине Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ училищӗре вӗренекен студентсем те пуянлатнӑ. Хальччен ирттернӗ фестивальсене Ф.М.Лукин, Г.Я.Хирпӳ композиторсем, Я.Г.Ухсай поэт 100 ҫулт тултарнисене халалланӑ. 2013 ҫултанпа «Тӑван ен» проект анлӑланнӑ. Халӗ ун ҫумне республикӑра инҫет мелӗпе ирттерекен чӑваш музыка литературин олимпиади тата ҫамрӑк музыка тата ӳнер тӗпчӗвҫисен, экскурсоведсен «Музӑсемпе калаҫни» республика конкурсӗ хутшӑннӑ. Пиллӗкмӗш юбилейлӑ фестивале Г.С.Лебедев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халлалланӑ. Унта Канаш, Ҫӗрпӳ хулисенчи, Вӑрмар тата Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗсенчи вӗренекенсемпе вӗрентекенсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Паян Канаш районӗнче Чӑваш Енри ял хуҫалӑх комплексӗн ӗҫченӗсен ӑмӑртӑвӗ пулнӑ. Йӗлтӗр тупӑшӑвне республикӑри 16 ушкӑн хутшӑннӑ. Йӗлтӗрҫӗсене Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Егоров ӑшшӑн саламланӑ. Спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ хыҫҫӑн вӑл тата ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗсем Эдуард Александровпа Ирина Кошкина, Россельхозбанкӑн ертӳҫи Ирина Письменская, «Ҫӗрулмине мухтав» агрофирмӑн тӗп директорӗн ҫумӗ Олег Мартышин старта тухнӑ. Паян, хӗвеллӗ тата сивӗ шӑматкун, ӑмӑртакансен йышӗнче ытларах арҫынсем пулнӑ. Вӗсем вӑйлӑ, паттӑр пулнине тепӗр хут кӑтартнӑ. Тупӑшу ял хуҫалӑх комплексӗсен ертӳҫисен чупӑвӗпе пуҫланнӑ. Финиша республикӑри Патшалӑх техтӗрӗслевӗн инспекциӗн пуҫлӑхӗ Владимир Дмитриев пӗрремӗш ҫитнӗ. «Букет Чувашии» организаци ертӳҫи Дмитрий Круглов унран темиҫе ҫеккунт ҫеҫ юлнӑ. Олег Мартышин виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ытти чупура та ҫӗнтерӳҫӗсем пулнӑ. Хӗрӳ тупӑшу пурне те савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Тунтикунран, нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен, Чӑваш Енре официаллӑ май Ҫӑварни пуҫланать. Ҫавна май республикӑра тӗрлӗ мероприяти ирттерӗҫ. Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем пурне те Ҫӑварнине йыхравлаҫҫӗ. Шупашкар хулинчи Мускав районӗн администрацийӗн сайтӗнчи пресс-релизра пӗлтернӗ тӑрӑх, уява «Наци йӑли-йӗркине хисеплетпӗр» проектпа килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ. Унӑн тӗллевӗ — ҫамрӑксене чӑваш халӑх йӑли-йӗркипе паллаштарасси, авал ку уява пирӗн несӗлсем еплерех уявланине аса илтересси. Прграмма пуян. Вулавӑш ӗҫченӗсем йӗркелекен Ҫӑврнире чӑваш тата вырӑс халӑхӗсен юррисем янӑрӗҫ, тупмалли юмахсем пулӗҫ, «Нарспи» халӑх ансамблӗн солисчӗсем пултарулӑхне кӑтартӗҫ. Паллах, уяв икерчӗсӗр, Ҫӑварни карчӑкӗсӗр иртмӗ. Лешне хайхи, йӑлапа килӗшӳллӗн, ҫунтарӗҫ. Уяв Шупашкарти Гузовский урамӗнчи 11-мӗш ҫурт умӗнче пулӗ, 13:00 сехетре пуҫланӗ. Ҫӑварни тенӗрен, чӑвашсен йӑли-йӗркипе вӑл икӗ эрнерен тӑнӑ — хальхи кунталӑкпа пӑхсан кӗҫӗн ҫӑварни нарӑсӑн 13-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Аслӑ ҫӑварни вара нарӑсӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшччен пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Иртнӗ ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи ҫак уйӑхчен пирӗн ҫӗршывра уйрӑмах ҫӗрулми, сӗтрен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ, уйрӑмах тӑпӑрчӑ, тата ҫӑмарта хакланнӑ. Типҫупа чӑх какайӗ йӳнелнӗ. OK-inform текен портал сӑнанӑ тӑрӑх, VIP-класлӑ лавккасенче апат хакланса ҫеҫ пынӑ тӑк, вӑтам тата эконом-класлисенче хаксем унталла та кунталла вылянӑ. Вӑтам класлӑ лавккасенче аш тата пулӑ самай йӳнелнӗ, VIPсенче — хакланнӑ. Федерацин патшалӑх статистикин служби хаксене эрнесерен сӑнаса пынӑ май пуринчен ытла пахча-ҫимӗҫ (16,1 процент), ҫӑкӑр тавраш (13 процент), макарон (8,8 процент) хакланнине пӗлтернӗ. Асӑннӑ служба кӗрпе тата пӑрҫа йышшисем уйрӑмах йӳнелнине, 5 процент, палӑртнӑ иккен. Сӑмах май, OK-inform портал потребитель карҫинккине кӗрекен ҫимӗҫсен хакне сӑнанинче ҫакӑн пек икӗ тӗрлӗ пӗтӗмлетӳ пулни пирки пуҫ ватнӑ май, тен, вӗсем хаксене урӑхрах лавккасенче сӑнанӑ-ши тесе те йӗплет. Е инфляци виҫине пӗчӗклетсе кӑтартассишӗн ҫапла тӑваҫҫӗ-ши тесе те иккӗленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |