«Асамат & Шевле» журнал пуҫелӗкӗ Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх уйӑх пуҫламӑшӗнче ҫӗнӗ 3 журнал регистрациленнӗ иккен — «Все о здоровье, красоте и бодрости», «В мире детства», «Асамат & Шевле». «Все о здоровье, красоте и бодрости» журнал уйӑхне пӗр хутччен тухса тӑрӗ, вӑл сывлӑх, медицина, хитрелӗхпе илем тата спорт тематикисене ҫутатӗ. «В мире детства» журнал — рекламӑллӑ кӑларӑм, вӑл ҫулталӑкне 10 хут тухмалла. «Асамат & Шевле» журнала ача-пӑча валли уйӑхне 1 хут кӑларма палӑртнӑ (ку журнал пирки каярах тӗплӗнрех ҫырса кӑтартӑпӑр). Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре пурӗ 175 МИХ регистрациленнӗ иккен. Вӗсенчен 130-шӗ — пичетленекен кӑларӑм (95 хаҫат, 29 журнал, 3 сборник, 1 бюллетень, 1 альманах, 1 каталог). Ҫавӑн пекех республикӑра 12 телеканал (вӗсенчен 2-шӗ кӑна чӑвашла кӑларӑмсемпе тухаҫҫӗ пулас), 21 радиоканал, 5 телепрограмма, 4 радиопрограмма, 2 информаци агентстви, 1 электронлӑ кӑларӑм (ку шайра «Чебоксары онлайн» ӗҫлет пулас). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ шӑматкун, юпан 5-мӗшӗнче, инкек пулса иртнӗ — 12 ҫулхи шкул ачи 7-мӗш хутран персе аннӑ. Турра шӗкӗр, чӗрӗ юлнӑ. Ача епле май балконран ӳкнине хальлӗхе тӗпчевҫӗсем пӗлеймен-ха. Пӑтӑрмах каҫхи пулса иртнине ҫеҫ калама пултараҫҫӗ. Тӑнне ҫухатнӑ шкул ачине 1 хутлӑ ҫумхуралтӑ ҫинче тупнӑ иккен — вӑл пуҫ шӑммине ыраттарнӑ, пуҫ мимине сиенленӗ тата ытти енчен суранланнӑ. Хальхи вӑхӑтра ача пульницара реанимаци пайӗнче выртать. Пӑтӑрмах тавра тӗпчев ӗҫне ирттереҫҫӗ. Шкул ачи йӗркеллӗ кил-йышра ӳсни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫак кунсенче «Аксар» студи ҫӗнӗ DVD-диск сутлӑха кӑларнӑ — «Франци хӗрӗ тыткӑнларӗ чӗрене» камит. Сценари авторӗсем: Андрей Василевскийпе Александр Степанов-Пӑртта. Камит тӑршшӗ — 1 сехет те 25 минут. Мӗн ҫинчен-ха ҫак илемлӗ фильм? «Хӗрпе каччӑ хушшинчи юратушӑн нимӗнле чару та ҫук. Пӗри Францинчен тепри Чӑвашран пулсан та. Юрату чӗлхи вӑл — пӗрре — чун, чӗре чӗлхи. Ҫитменнине геройсем пӗр шухӑшпа, пӗр тӗллевпе пурӑнаҫҫӗ пулсан. Франци хӗре Ализэ Шупашкарта вӗренет, чӑвашла ирӗккӗнех калаҫать. Тус-тантӑшӗсем те ӑна кӑмӑллаҫҫӗ. Мӗн хӗтӗртнӗ-ха ӑна чӑваш чӗлхине вӗренме, чӑваш ҫӗршывне юратса пӑрахма, кунта чӑваш каччине Атиллӑпа танлаштарса ӑна качча тухма! Чӑннипех те тӗлӗнмелле!» — пӗлтерет диск хуплашкинчи кӗске ӑнлантарӑвӗ. Вылякансем: Сергей Иванов, Владимир Григорьев, Светлана Савельева, Наталия Иванова, Оксана Драгунова, Валерий Кузьмин, Дмитрий Петров, Эмилия Ильина, Катерина Васиярова, 0льга Почалкина, Николай Дмитриев, Александр Петров, Вевея Егорова, Зинаида Петрова, Валентин Захаров, Леонид Яргейкин, Валерий Софронов, Сергей Никитин, Александр Степанов-Пӑртта. Туянма кӑмӑл тупӑнчӗ пулсан эсир ӑна «СУМ» лавккара та туянма пултаратӑр — хакӗ яланхи пекех 100 тенкӗ. Аякрисене почтӑпа ярса параҫҫӗ, Шупашкартисене килне ҫитерсе пама та пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Анчах сӑмахӑмӑра кунта тӗпел пирки каламарӑмӑр-ха. Ытарлӑ пӗлтерӗшлӗ ваттисен сӑмахӗнчи сӗме палӑртасшӑн пултӑмӑр. Патӑрьел районӗнче ҫак кунсенче уҫӑлнӑ бизнес-центрта харӑсах темиҫе предприяти вырӑн тупайӗ. Нихӑшӗ те «ку вӑл ман вырӑн» тесе тавлашмӗ. Ара, бизнес-центра пурин валли вырӑн тупса парассишӗн йӗркеленӗ те-ҫке. Ӑна хута яма 37,3 миллион тенкӗ укҫа кирлӗ пулнӑ. «Кӗмӗле» вырӑнти хыснаран пуҫласа республикӑпа федераци хыснисенчен таранах уйӑрнӑ. Бизнес-инкубаторта пӗчӗк услампа аппаланакан 25 субьект вырӑн тупмалла, 74 ӗҫ вырӑнӗ туса памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Мускаври кӗр сӑри (2006). CRadio сӑнӗ Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗ ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнче «Кӗр сӑри» уява йыхравлать. Праҫник ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Хӗрлӗ Октябрь» культура ҫуртӗнче иртмелле. Унта ҫитес тесен «Тушински» метрора тухмалла. Уява чӑваш юрӑҫисемпе ушкӑнӗсем хутшӑнмалли пирки пӗлтереҫҫӗ. Культура ҫурчӗн фойинче вара «Букет Чувашии», «Акконд» кондитер хапрӑкӗ, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ хӑйӗн продукцийӗн куравне йӗркелӗ. Уяв концертне тӳлевсӗр кӗреймӗн паллах. Билет хакӗ 400 тенкӗ тӑрать. Ку вӑл вӑй питтисем валли. Пенсионерсене 300 тенкӗпе кӗртеҫҫӗ, студентсене — 250-па. Анчах хӑв тивӗҫлӗ канура е аслӑ шкулта пӗлӳ туптанине ӗнентерме ятарлӑ хут кӑтартмалла. «Кӗр сӑри» тесе хитре ят панӑ уяв пирки пӗлтернинче халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ епле мероприяти иртессине асӑнман-ха. Кирек епле пулсан та пӗрле пухӑнни паха — вӑл та ҫынсене туслаштарать-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче республикӑн Художниксен пӗрлешӗвӗн «Кӗр — 2013» куравӗ уҫӑлнӑ. Унта тӗрлӗ майпа — графикӑпа, живопиҫпе — хатӗрленӗ ӗҫсем вырӑн тупнӑ. Пӗтӗмпе вара курава 80-а яхӑн художник хӑйӗн ӳкерчӗкӗсене тӑратнӑ. Ҫавсен шутӗнче Ревель Федоров, Александр Федосеев, Николай Садюков, Андрей Анохин, Константин Долгашев, Геннадий Козлов, Миша Григорян, Анатолий Данилов, Николай Енилин, Александр Федоров, Николай Комаров, Валентина Милославская, Юрий Милославский, Вольт Медведев, Валерий Мытиков, Николай Егоров, Венера Сандомирова, Нина Алимасова, Елена Комарова, Олег Польдяев, Виктор Бритвин, Викентий Лукиянов тата ыттисен ячӗсене асӑнмалла. Куравра аслӑрах ҫулхисемпе пӗрлех киҫтӗке тинтерех тытнӑ ӑстасен пултарулӑхӗпе те паллашма май килӗ. Пурӗ унта 220-е яхӑн ӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑн Наци вулавӑшӗнче чӑваш музыка пӗлӗвне йӗркелекенӗн, Михаил Кондратьев профессорӑн, академикӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ҫав ятпа унӑн ӗҫтешӗсем, тӳре-шарасем тата ыттисем пухӑннӑ. Михаил Кондратьев Атӑлҫипе Урал тӑрӑхӗнче ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ ятне малтанласа тивӗҫнӗ ӑсчах. Вӑл тӗрлӗ енлӗ тӗпчевҫӗ пулнипе палӑрса тӑрать. Михаил Кондратьев Хусанти консерваторине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑниччен пирӗн Юрий Илюхин музыковед кӑна пулнӑ. Михаил Григорьевич 1948 ҫулта Владивосток хулинче инженер-строитель ҫемйинче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ, Григорий Ильич, Шупашкар районӗнчи Хачӑкра ҫуралнӑ. Михаил Кондратьева паян чӑваш ӳнерӗнче кӑна мар, унӑн тулашӗнче те пӗлеҫҫӗ. Вӑл музыка пӗлӗвӗн чӑваш шкулне йӗркелекенӗ шутланать. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 15-мӗшӗччен пирӗн республикӑра «Ҫулталӑкӑн обществӑлла чи лайӑх воспитателӗ» конкурс иртмелле. Ӑна Ҫул ҫитменнисен ӗҫпе тата вӗсен прави енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗ йӗркелет иккен. Ӑмӑртӑвӑн тӗллевӗ шутне обществӑлла чи лайӑх воспитательсене палӑртассине, вӗсен ят-сумне ӳстерессине тата ыттине кӗртнӗ. Конкурс условийӗпе республикӑн Вӗренӳ министерствин сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш Енӗн аграрийӗсем нумаях пулмасть Чехи Республикине тухса кайнӑ. Официаллӑ йыша ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ертсе пырать иккен. Делегацине вара пурӗ 12 ҫын кӗнӗ. Вӗсен шутӗнче республикӑн Суту-илӳпе промышленность палатин президенчӗ Игорь Кустарин, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем, фермер тата врач кӗнӗ. Чехинче йыш асӑннӑ ҫӗршывӑн Аграри палатин президенчӗпе Ян Велебпа, суту-илӳ палатин вице-президенчӗпе Жосеф Силикпа тӗл пулнӑ. "Zemedelec» текен ял хуҫалӑх куравне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, пахча ҫимӗҫ тата чечек ҫстееркен предприятие ҫитсе курнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, енсем килӗштерсе ӗҫлесси пирки ал пусмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Юсанӑ е ҫӗнӗрен тунӑ автоҫулсен пахалӑхне ятарлӑ лаборатори тӗрӗслени пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерстви юлашки вӑхӑтра тӑтӑшах пӗлтерме тытӑнчӗ. Нумаях пулмасть, акӑ, Муркашри Октябре 50 ҫул урамри 36, 38, 40, 42-мӗш ҫуртсенче картишӗсенче ҫула епле юсанине хакланӑ. Илнӗ пробӑсене лаборатори тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ хыҫҫӑн строительсем ӗҫе епле пурнӑҫлани палӑрӗ. Республикӑн автоҫулсен управленийӗн специалисчӗсем тивӗҫе япӑх пурнӑҫлакан предприятисене ӗҫсӗр хӑварассипе хӑратаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |