Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Раҫҫейре юридици пӗлтерӗшлӗ корреспонденци валли электрон форматпа ятарлӑ тытӑм ӗҫлесе каймалла.
Вӑл пӗлтерӗшлӗ документсемшӗн хӑйне евӗр e-mail. Унпа организацисем те, ҫынсем те усӑ курма пултарӗҫ. Унпа усӑ курнӑ чухне электрон мелпе алӑ пусӗҫ. Вӑл тулли документ шутланӗ. Тӗслӗхрен, унпа судра та усӑ курма пултарӗҫ.
Ҫапла майпа ҫынсене тӗрлӗ документ ярса пама май пулӗ: суда каймалли повестка, штраф пирки пӗлтерни тата ытти те. Ҫыру ҫыннӑн харпӑр электрон пӳлӗмне килӗ.
Тытӑма Роскомнадзор тӗрӗслесе тӑрӗ. Электрон ҫырусене вара Раҫҫей Почти илсе ҫитерӗ. Тытӑма патшалӑх сайчӗсемпе ҫыхӑнтарӗҫ.
Проекта нарӑс уйӑхӗнче пуҫарма шутлаҫҫӗ. Ӑна халӗ тӗрӗсленӗ ӗнтӗ. Хӑш-пӗр япалана ҫеҫ тумалли юлнӑ. Раҫҫей Почти кун валли 1 уйӑха яхӑн ҫеҫ кирлӗ тесе шутлать.