Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫурхи ейӳ вӑхӑтӗнчи Улатӑр Ҫурхи ейӳ Чӑваш Енре пӗлтӗрхилле пулмалла. Анчах та пуш уйӑхӗнче юр нумай ҫусан лару-тӑру ылмашма та пултарать. Юлашки ҫулсенче пӗр ҫур та ейӳсӗр, шыв илнисӗр иртменнине кура кӑҫал та ҫур лӑпкӑн иртсе каясса шанманнине Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пӗлтернӗ. Ведомство асӑрханӑ тӑрӑх, раштав–нарӑс уйӑхӗсенче сывлӑш температури ытти ҫулсенчи вӑтам температурӑран 2–3 градус ӑшӑрах пулнӑ. Шыв ака уйӑхӗн пӗрремӗш вун кунлӑхӗнче юханшывсенче тулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра юр ытти ҫулсенчи вӑтам ҫӳллӗшӗнчен 2 сантиметр хулӑнрах-мӗн. Яланхиллех Улатӑр хули пӑшӑрхантарать. Унта Подгорье текен микрорайонта 40–70 ҫурта шыв илет. Ҫӗрпӳ районӗнче пӗлтӗр хӳтӗлев сооруженийӗсем тума пуҫланине кура лару-тӑру лӑпкӑрах пуласса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Паян Китайра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсен визичӗ пуҫланнӑ. Унта Чӑваш Ен элчисем те тухса кайнӑ. Чӑваш Ен Аньхой, Цзянси, Хунань, Сычуань провинцийӗсемпе тата Чунцин хулипе промышленноҫпа ял хуҫалӑх, вӗренӳ, туризмпа культура енчен килӗштерсе ӗҫлесшӗн иккен. Пӗр-пӗр хулапа туслашас шухӑш-ӗмӗт те пур-мӗн. Аса илтеретпӗр, маларах Китай делегацийӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пулнӑччӗ. Чулхулари тӗлпулу вӑхӑтӗнче енсем суту-илӳпе экономика тата гуманитари енпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки протокола алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи фермер ӗҫӗ ҫине тин ҫеҫ тӑракан фермер симӗс сухана шывра ӳстерет. Ку технологие анӑҫри ҫӗршывсенчи ҫӗр ӗҫченӗсем усӑ кураҫҫӗ. Кун пек мел пирки Михаил Михайлов фермер тӗнче тетелӗнче вуласа пӗлнӗ. Фермер хуҫалӑхне аталантарма вӑл патшалӑх паракан пулӑшупа усӑ курнӑ — грант выляса илнӗ. Укҫапа икӗ хутлӑ производство базине теплицӑпа пӗрле туса лартнӑ. Хальлӗхе унӑн теплици 175 тӑваткал метр йышӑнать. Фермер сӑнанӑ тӑрӑх, 45 сантиметртан вӑрӑм мар симӗс сухана халӑх уйрӑмах юратса туянать. Тӑкаксене саплаштарма ҫулталӑкра 3 тонна ӳстермелле. Фермер ун чухлӗ туса илме пуҫласса шанса ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() «Чӑваш Енӗн кайӑкӗсем. 1-мӗш кӗнеке» ятпа ҫак кунсенче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Орнитологсем ку ӗҫпе сахал мар тӑрӑшнӑ. Унӑн авторӗсенчен пӗрне, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта пурӑнакан Александр Яковлева илес тӗк, миҫе ҫул ӗнтӗ вӑл ҫунатлӑ туссене тӗпчет! Ӑнланнӑ тӑрӑх, ытти автор та ҫавӑн йышши ҫынах. Вӗсем — Раҫҫейӗн кайӑксене сыхлакан союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн пайташӗсем Л.Н. Воронов, О.В. Глушенков, Г.Н. Исаков, Е.В. Осмелкин, В.А. Яковлев тата маларах асӑннӑ Саша Яковлев. Кӗнекене кӑларас шухӑш иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпех орнитологсен ӗмӗтӗнче пулнӑ-мӗн. Халӗ вара «Сӑрҫум» заповедник пулӑшнипе вӑл кун ҫути курнӑ темелле. Авторсем В.А. Зубакин тата И.И. Рахимов хаклавҫӑсене те тав тӑваҫҫӗ. Кайӑксене ӑслӑлӑх енчен тӗпчесе кӑларнӑ кӗнеке Чӑвашра халиччен пулман иккен. Халӗ хастарсем тепӗр томсем валли материалсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Иккӗмӗшӗ ҫерҫи маррисен отрядне кӗрекеннисене пӗтӗҫтерӗ, кайран ҫерҫи йышшисем патне те ҫитессе шанаҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра кӗнекен хӑтлавне ирттересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сцени ҫинче 10 ҫул ӗнтӗ «Ирпе автан авӑтсан» спектакль пырать. Мария Ладо пьеси тӑрӑх калӑпланӑскере Раҫҫейри, Украинӑри тата ҫывӑх чикӗ леш енче те лартаҫҫӗ. Иртнӗ эрнерен пуҫласа ӑна чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗ вырӑсла, «Очень простая история» ятпа, лартма пуҫланӑ. Спектакль пуҫламӑшне пӑхсан (вырӑслине епле лартнине калаймӑп, мӗншӗн тесен кайса курман) ача-пӑча спектакльне лекнӗнех туйӑнса каять. Ара, тӗрлӗ чӗрчун сиксе тухать те. Анчах темиҫе минутранах ку вӑл ансат хайлав маррине ӑнланса илетӗн. Унта пулса курнисем пӗри те тепри: «Мӗн вӗҫне ҫитичченех йӗрсе лартӑм», — тенине хама та темиҫе ҫынтан та илтме тӳр килчӗ. Пурне те ҫитсе курма сӗнес килет. Содержанине вара уҫса парас килмест. Пӗлсен пӑхма кӑсӑклӑ мар пек туйӑнать… |
Спорт
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче Хӗллехи Олимп вӑййисене тата Ҫӗршыв хӳтӗллевҫисен кунне халалласа спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Ӑмӑртусенче предприятисемпе организацисем, ял тӑрӑхӗсен командисем, спорта юратакансем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пневматика пӑшалӗпе тӗл перессипе, тенниспа, дартс, кире пуканӗ йӑтассипе, ишессипе, шашкӑпа тата шахматпа выляссипе вӑй виҫрӗҫ, юлашкинчен волейбол вӑййи вылярӗҫ. Ӑмӑртусем командӑсем тата уйрӑм спортсменсем хушшинче иртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем кашни вӑйӑрах нумайӑн, хӑшӗ-пӗрисене асӑнса хӑварар. Ишессипе Ю.Пирогова (район пульници), А.Кучекеева (Питӗркасси ял тӑрӑхӗ), Н.Шипеева (Штанаш ял тӑрӑхӗ) малта пулчӗҫ. Арҫынсем хушшинче В.Михуткин (Питӗркасси ял тӑрӑхӗ), И.Сатлайкин (Штанаш ял тӑрӑхӗ) тата А.Сидоров(Хӗрлӗ Чутай райповӗ) ҫӗнтерчӗҫ. Ушкӑнсем хушшинче малти вырӑнта Питӗркасси ял тӑрӑхӗ пулчӗ, унтан Хӗрлӗ Чутай ял администраци спортсменӗсем вырнаҫрӗҫ. Пульница коллективӗн спортсменӗсем — 3 вырӑнта. Дартс вӑййи выляссипе командӑсене илес пулсан, малтисем — район администраци чысне хӳтӗлекенсем, 2-мӗшсем — «Хастар» спорткомплекс ӗҫченӗсем, 3-мӗшсем — Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗн спортсменӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Чӑваш наци вулавӑшӗпе пӗрле Тӑван чӗлхе кунне халалласа «Чӗлхе пулмасан халӑх та пулмасть…» ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗ. Ҫавра сӗтелӗн кун йӗркинче чӑваш чӗлхин XXI ӗмӗрти шӑпине пӑхса тухнӑ — кунта институтӑн челхе пӗлӗвӗ пайенче ӗҫлекенсем сӑмах каланӑ. Ҫӑвӑн пекех вӗренӳри ҫӗнӗ саккунсене, чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫри йывӑрлӑхсемпе ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухрӗҫ. Ҫавра сӗтелте орфографи ыйтӑвӗ тавра ҫӗкленнӗ шӑв-шав сӑлтавӗсене сӳтсе явнӑ, ӑна пула вӗренӳ ӗҫӗнче сиксе тухакан йывӑрлӑхсене пӑхса тухнӑ. Сӑнсем (15) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкар кӳлмекӗнче автомобиль спорчӗ енӗпе Чӑваш Енӗн уҫӑ чемпионачӗ иртнӗ. Унта хамӑр республикӑри автомобилистсемсӗр пуҫне Мари Элти тата Киров облаҫӗнчи харсӑрсем килсе ҫитнӗ. Ҫапла вара 59 экипаж пухӑннӑ. Пӑр трасса ҫине пухӑннисем «моноприводлӑ», «тулли приводлӑ», «спорт» тата «ирӗклӗ» класс енӗпе тупӑшнӑ. Старта тӑнисем хушшинче хӗрарӑмсем те пулнӑ. Тольяттинчи заводӑн «саккӑрмӗш ачин» рулӗ умӗ умне ларнӑ Марина Леонтьева, хӑй каланӑ тӑрӑх, «техника сӑлтавне пула» тупӑшуран тухса ӳкнӗ пулин те ӳлӗмрен та ӑмӑртма палӑртать. Ҫитес вӑхӑтра вӑл пуш уйӑхӗнче Раҫҫейӗн Кубокӗн финалне хутшӑнас тесе ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Районсен ентешлӗхӗсем пуррине пӗлетпӗр-ха. Красноармейски районӗнче ҫамрӑксем те пӗрлешме шутланӑ. Нумаях пулмасть йӗркелӳ пухӑвӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Шупашкарти Наци вулавӑшӗнче йӗркеленӗ. Ларӑва район пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков тата «Трак ен» ентешлӗхӗн ертӳҫи Алексей Львов хутшӑннӑ. Львов ҫамрӑксен пӗрлешӗвне пулӑшса пыма шантарнӑ. Юлашкинчен асӑннине, ҫамрӑксен ентешлӗхне, Станислав Трофимов текен ҫамрӑк ертсе пырӗ. Вӑл тӑватӑ ҫул каялла Красноармейскинчи 2-мӗш шкула пӗтернӗ, халӗ Социаллӑ университетӗн Шупашкарти филиалӗнче юриста вӗренет. Пӗрремӗш курсран пуҫласах каччӑ ӑслӑлӑх ӗҫӗпе тӑрӑшать иккен, тӗп хулари Калинин районӗнчи Ҫамрӑксен правительствин пайташӗ шутланать, Красноармейски районӗнче те апла пӗрлешӗве вӑл пуҫарнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Сурӑм шевлисем» фольклор ансамблӗ Халӑх йӑли-йӗркине сыхласа хӑварасси хальхи вӑхӑтра уйрӑмах ҫивӗч. Ҫавӑнпа педагогсен халӑх юррисене, вӑййисене ачасене вӗрентме тӑрӑшмалла. Элӗксем ҫакна тӗпе хураҫҫӗ те ӗнтӗ. Элӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи фольклор уйрӑмӗнче вӗренекенсем несӗлсен культурине ӑша хывма тӑрӑшаҫҫӗ. Ку вӗсен чунне те пуянлатать. Шӑпах ҫак тӗллевпе пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ача-пӑча ӳнер шкулӗ ҫумӗнче «Сурӑм шевлисем» фольклор ансамблӗ йӗркеленнӗ. Ертӳҫи — А.М.Михайлова, концертмейстерӗ — С.П.Артемьев. Ансамбль солистки Ольга Егорова республика, район шайӗсенче иртнӗ конкурссен, фестивальсен лауреачӗ, Раҫҫей шайӗнче пулнӑ конкурссен дипломанчӗ. Ансамбле 9 ҫултан аслӑрах ачасем ҫӳреҫҫӗ. Ушкӑн тӗллевӗ — музыка тата ташӑ фольклорне вӗренесси, ӑна анлӑ сарасси. «Сурӑм шевлисен» репертуарӗ тӗрлӗ жанрпа пуян. Вӗсем районта, республикӑра иртекен концертсене, мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑк артистсем чӑваш халӑх йӑли-йӗркине, музыка тата ташӑ культурине хастар пропагандӑлаҫҫӗ. Вӗсен репертуарӗнче — ӗлӗкхи йӑласем, лирика юррисем, хаваслӑ ташӑсем, вӑйӑсем. «Сурӑм шевлисем» халӑх хореографине те вӗренеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |