Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Ятарлӑ хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер йышӑннӑ. Ҫӗнӗ документ сӗтев илекенсемпе тухӑҫлӑрах кӗрешме май парасса шанаҫҫӗ иккен.

Указра палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тӳре-шара парне илни ҫинчен пӗлтермелли йӗркене пӗр уйӑх хушшинче ҫирӗплетмелле. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен та ҫавӑн пек хут ал айӗнче пулмалла.

Раҫҫей шайӗнчи пирки каласан, ҫӗршывӑн премьер-министрӗ йышӑннӑ хутра вара 3 пин тенкӗрен хаклӑрах парнесене хаклаттарма сӗннӗ. Унтан йӳнӗреххисене тӳресенчех хӑварӗҫ, хаклисене вара укҫан туянма юрать.

 

Пӑтӑрмахсем

Ларасса ларӑн-ха... Билечӗ суя пулмасан. Чӑваш Енре пурӑнакан виҫӗ ҫын вара ултавлӑ авиабилет туяннӑ. Йӳнӗрех хакпа. 7–8 пин тенкӗ таран перекетлесе. Ӑна вӗсем тӗнче тетелӗнчи темӗнле сайт урлӑ илнӗ. Анчах ҫула тухма май килмен — билечӗсем чӑн пулман.

Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, суя билет сутакан сайтсем пирӗн ҫӗршывра темиҫе. Енчен те билетшӑн укҫана карас ҫыхӑнӑвӗн номерне кӑтартса тӳлеттерме ыйтсан ун пек сутуҫӑсем сехӗрлентерме тивӗҫ иккен. Пысӑк транспорт компанийӗсем апла тӳлев меслечӗсемпе пачах та усӑ курмаҫҫӗ-мӗн. Билет йӳнни те ҫынсене сисчӗвлентерме тивӗҫ.

 

Раҫҫейре

Халӑха кредит парассин хисепӗ кӑҫал пирӗн ҫӗршывра пӗлтӗрхинчен 3,1–3,3 процент чакмалла тесе шухӑшлать иккен ҫӗршывӑн Тӗп банкӗ. Потребительсене кивҫен панин хисепӗ ӳссе пынин калӑпӑшӗ 2014–2016 ҫулсенче 20–22 процент таран чакма пултарать-мӗн. Ҫапах та ҫӗршывӑмӑрта экономика тӑрӑмӗ лайӑхланнӑ май уйрӑм ҫынсене банксем кивҫен парасси, тен, кӑштах ӳсме те пултарӗ-и тесе те пуҫ ватаҫҫӗ иккен.

Социаллӑ программӑсемпе пӗрлехи оператор аппаланмалла-мӗн.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейӗн Финанс министерстви ята кӑтартман перекет кӗнекисене пӑрахӑҫласшӑн. Вӗсен вырӑнне вӑл ятран ҫырнӑ сертификатсем кӑларма, вӗсене банкра упрама сӗнет. Ку хыпара «Российская газета» пӗлтерет.

Ҫапла йышӑнма саккун проекчӗ хатӗрленӗ май ведомство перекет кӗнекисене хаклӑха страхламалли тытӑмра страхлама май килменнипе сӑлтавлать иккен. Апла тӑк ҫынсем перекет кӗнеки ҫинче упракан укҫасӑр тӑрса юлма пултараҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, халӑхшӑн тӑрӑшнӑ пек пулса тухать-ха ӗнтӗ. Тата ҫавӑн пек кӗнекесем пуррине пула коррупцие хирӗҫле саккун тухӑҫлӑхӗ чакать имӗш — вӗсене пула укҫана айккинелле ярӑнтарнине сӑнаса ҫитереймеҫҫӗ-мӗн.

 

Персона

Финанс министрӗ пулнӑ Михаил Ноздряков банкра ӗҫлеме пуҫламалла. Асӑннӑ ӗҫрен ӑна ҫак уйӑхӑн 3-мӗшӗнче хӑтарни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ун чухне вӑл ӑҫта каясси пирки паллӑ марччӗ-ха. Каярах ӗҫрен хӑтарма ыйтнӑ заявление вице-премьер кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче ҫырса пани паллӑ пулчӗ. Унтан та ытларах — республикӑн финанс министрӗнче тӑрӑшнӑ ҫын патшалӑх службинче ӗҫлесси йывӑррине тата яваплине палӑртнӑ иккен. Ҫавна пулах вӑл министр пуканне хӑварма йышӑннӑ-мӗн.

Тепӗр куннех унӑн кандидатурине Чӑвашкредитопромбанкӑн директорсен канашне кӗртме сӗннӗ иккен. Апла тума асӑннӑ кредит учрежденийӗн учредителӗсенчен пӗри, устав капиталне 5,7945% чухлӗ укҫа хывнӑ «Ресурсмаркет» тулли мар яваплӑ общетсво сӗннӗ иккен.

Патшалӑх службинче ӗҫлеме тытӑниччен Ноздряков Перекет банкӗн чӑваш уйрӑмӗн управляющийӗн ҫумӗнче 10 ҫул ытла тӑрӑшнӑ, каярах вӑл ВТБ банкӑн Шупашкарти филиалне ертсе пынӑ.

 

Хулара

Мӗнле кӑна ӑмӑрту шутласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ! Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пулӑ тытассипе уҫӑ фестиваль иртмелле. Ҫавна май «Чи лайӑх пулӑ шӳрпи» курав-конкурс йӗркелӗҫ. Пуринчен аван пӗҫерекене хула пуҫлӑхӗн парнипех чыслӗҫ.

Хирти тӗпеле Шупашкар кӳлмекӗн лаптӑкӗнче, Сӑваплӑ Троицки мӑнастирь ҫывӑхӗнче, йӗркелӗҫ. Ҫимӗҫе пилӗк баллӑ системӑпа хаклассине пӗлтереҫҫӗ: палатка сӑн-сӑпатне, сутуҫӑн сӑн-питне, ҫимӗҫе епле хунине, апат тутине тата ӑна хатӗрленин кӑткӑслӑхне кура.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=101016
 

Вӗренӳ

Шкул тулашӗнчи ӗҫсене йӗркелесе пыракан республикӑри «Эткер» центрта IX вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 16 районти тата Шупашкарпа Канаш хулисенчи 27 ача хутшӑннӑ. Олимпиадӑра вӗсен теори тата практика тӗлӗшӗнчен кӑтартма тивнӗ. Пӗрремӗш пайӗнче ачасем тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ; иккӗмӗшӗнче тӑватӑ секцире ӗҫленӗ: вӑрманти чӗрчунсен экологийӗ, вӑрманти ӳсентӑрансен экологийӗ, шыв биологийӗ, вӑрман ӗҫӗ.

Вӑрман олимпиадинче Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри шкулта вӗренекен Мария Христофорова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпари шкул ачисем Антон Игнатьевпа Андрей Павлов, виҫҫӗмӗшӗнче — Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри Надежда Фадеева, Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти Татьяна Шустова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи (Ӗсмелти) Наталья Почемова.

 

Пӑтӑрмахсем

Пурне те мар-ха, ятарлӑ ирӗк илмесӗр халӑха турттаракан ҫӑмӑл машина хуҫисене. Ҫак кунсенче ҫул-йӗр инспекторӗсем черетлӗ рейд ирттернӗ те саккунлӑ мар майпа ӗҫлекен 4 таксиста палӑртнӑ. Вӗсене халӗ административлӑ майпа явап тыттарӗҫ, «шашкисене» туртса илнӗ.

Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫынсене те чӗрӗрех пулма чӗнсе калаҫҫӗ. Таксипе ларса тухсан водительтен пассажирсене тата багажа турттарма ирӗк пурри ҫинчен ӗнентерекен ирӗк паракан хута кӑтартма ыйтмалла теҫҫӗ. Тепӗр тесен, ун йышшисене шыраса ытлашши таҫтах каймалла мар-тӑр: ҫӗнӗ вокзала пырса кӗнӗ ҫӗрте «Такси! Такси!» тесе Канаша, Елчӗке, Патӑрьеле тата ытти ҫӗре кайма чӗнекенсем тем чухлех. Вӗсен пурин те ятарлӑ ирӗк пуррине темшӗн ӗненесех килмест.

 

Культура

Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ялне ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн фольклор ушкӑнӗсем пухӑннӑ. Вӗсем Вӑрнар, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле районӗсенчен пырса ҫитнӗ. Вырӑнти шайри сцена ӑстисен тӗлпулӑвне Культура ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ.

Куракансене Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти «Ӗмӗт» ушкӑн, Якуртушкӑньти «Шанчӑк», Куславкка районӗнчи «Эткер», Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи «Кунер» тата «Шӳлкеме», Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ямаш» халӑх фольклор коллективӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи халӑх юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Сӗнтӗрвӑрринчен пынӑ «Шӳлкеме» вӑл тӑрӑхра салтака епле ӑсатнине туса кӑтартнӑ, йӑла-йӗрке ташшисене лартнӑ.

Сӑнсем (26)

 

Спорт

Чӑваш Республикин чемпионатӗнче тата ӑмӑртӑвӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫӗн Сӑрьелте пурӑнакан пӗр тӑван Зайцевсене ҫитекен пулман. 3 ҫухрӑмлӑ инҫӗше классикӑлла мелпе тупӑшассинче вӗсем малти икӗ вырӑна ҫӗннӗ. Елена 10 минутра 53 ҫеккунтра чупса тухса финиша маларах ҫитнӗ, унӑн тӑванӗ Зоя — тепӗр 15 ҫеккунтран.

Сӑмах май, виҫҫӗмӗш вырӑна та Вӑнар район хӗрӗ — Дарья Титова — ҫӗнсе илнӗ. Вӑрнарсем пиллӗкмӗш вырӑна та Вӑрнар пики, 1-мӗш шкулта вӗренекен Екатерина Лукина, йышӑннине хавасланса пӗлтереҫҫӗ.

3 ҫухрӑма ирӗклӗ майпа чупассипе вара Вӑрнар тӑрӑхӗнчи пӗр тӑван Зайцевасем виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗш ҫитнӗ. Вӗсене Владимир Кузьмин тренер ӑсталӑха туптама пулӑшать.

Ҫав вӑхӑтрах хӗрачасен аслӑ аппӑшӗ Лариса Сыктывкарта иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче Мускав командин йышӗнче тупӑшнӑ. Асӑннӑ йыш унта пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Хӑй вӑл Шупашкарти Олимп резервӗн училищинче вӗренет. Унӑн йӑмӑкӗсем хальлӗхе тӑван шкулта вӗренеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3419, 3420, 3421, 3422, 3423, 3424, 3425, 3426, 3427, 3428, [3429], 3430, 3431, 3432, 3433, 3434, 3435, 3436, 3437, 3438, 3439, ... 3890
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 11

1931
94
Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ.
1943
82
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
1966
59
Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...