Спорт
![]() Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче «Росинка» физкультурӑпа спорт центрӗнче «Чемпионсен каҫӗ» иртнӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта иртнӗ ҫулхи спорт сезонне тишкернӗ. Мероприятие спорт федерацийӗсемпе организацийӗсен ертӳҫисене, пултаруллӑ спортсменсемпе тренерсене йыхравланӑ. «Чемпионсен каҫне» Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Михаил Васильевич иртнӗ ҫула республика спорт енӗпе тивӗҫлипе вӗҫленине палӑртнӑ. Спортпа тата физкультурӑпа туслисен шучӗпе пӗлтӗр Чӑваш Ен Раҫҫейре малта пыракан виҫӗ регион шутне кӗнӗ. Физкультурӑпа спорта аталантарассине пысӑк тӳпе хывнисенчен пӗрисем тӗрлӗ хисепе тивӗҫнӗ. Европа шайӗнче ҫӗнтерекен йывӑр атлетсене хатӗрлекен, Етӗрне районӗнчи «Присурье» (чӑв. Сӑрҫум) спорт комплексӗн тренер-преподавателӗ Зиновий Неопалимский «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ» пулса тӑнӑ. Раҫҫейӗн Олимп комитечӗн Фэйр плэй (акӑлчанран ӑна «ултавсӑр вӑйӑ» тесе куҫарма пулать) Раҫҫейри комитечӗн дипломӗпе Шупашкарти Олимп резервӗн сӗтелҫи теннис тата ухӑран перессипе спорт шкулӗн трнерне Галина Малована наградӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗршывӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви патшалӑх пурлӑхне приватизацилес йӗркене ансатлатма шут тытнӑ. Ҫӑмӑллатас тени ҫавӑн пек тӑвасси ҫинчен пичет кӑларӑмӗсенче хыпарлас йӗркене пӑрахӑҫлассипе ҫыхӑннӑ. «Пурне те пӗлтересшӗн мар», — тесе пӗтӗмлетме кирлӗ мар-ха. Приватизацилеме шухӑшланӑ патшалӑх пурлӑхӗ пирки информацие тӗнче тетелӗнче пичетлӗҫ. Ҫавсенчен пӗри вӑл суту-илӳ пирки систерекен ятарлӑ сайтсенчен пӗри — torgi.gov.ru. Кунсӑр пуҫне информацие сутуҫӑн сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ. Ҫапла йышӑнни хысна туприне перекетлеме тата суту-илӳ вӑхӑтне кӗскетме пулӑшмалла иккен. Ятарлӑ саккун проектне РФ Патшалӑх Думине ҫулталӑк вӗҫӗччен илсе ҫитересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Нарӑс уйӑхӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗ классика юрри-кӗввине кӑмӑллакансем валли пысӑк уяв туса парӗ. Ҫав уйӑхӑн 13-мӗшӗнче унта камерлӑ оркестрӑн концерчӗ пулмалла. Вӑл каҫхи ҫичӗ сехетре пуҫланӗ. Уява хӑна евӗр Чулхулари камерлӑ оркестрӑн музыканчӗсем Анастасия Богданова тата халӑхсем хушшинчи конкурссен лауреачӗ Дмитрий Стоянов килсе ҫитмелле. Чулхула солисчӗсем яланах зал тулли халӑх пухни пирки хыпарлать Чӑваш Енӗн Культура министерстви. Чӑваш кураканӗсене те вӗсем савӑк кӑмӑл парнелессе шанас килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Республикӑн Культура министерстви «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс валли материалсем пухма пуҫлассине пӗлтерет. Ҫулсеренех иртекен конкурса хутшӑнас текенсен заявкисене кӑрлачӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 13-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Унта сцена ҫине пӗлтӗр кӑларнӑ спектакльсене кӗтеҫҫӗ. Кашни театрӑн икӗ спектакльтен ытла тӑратмалла мар. Кунсӑр пуҫне тӗрлӗ номинаци валли пӗрер кандидат сӗнмелле. Ку конкурса Театр кунӗ тӗлне, вӑл пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулать, пӗтӗмлетекенччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ыран Студентсен кунӗ шутланать те ҫавна май Шупашкарти «Спартак» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗ аслӑ шкулсенче ӑс пухакансене конькипе ярӑнма йыхравлать. Каток ҫине кӑнтӑрла иртни икӗ сехет те 55 минутра кӗртме пуҫланине пӗлтереҫҫӗ. Кӗнишӗн укҫа тӳллеттерместпӗр, конькие проката илнишӗн кӑна укҫа ыйтатпӑр теҫҫӗ. Кӗсьене паспортпа студент билетне чикмеллине аса илтереҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, Студентсен кунне уявласси икӗ ӗмӗр ытла пырать. 2005 ултан ӑна ҫӗршыв Президенчӗн указӗпех ҫирӗплетнӗ. Малтанласа ӑна Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗ йӗркеленнӗ кун евӗр палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чулхула влаҫӗсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен архитектурипе тата йӑли-йӗркипе паллаштаракан музее юсаса ҫӗнетесшӗн. Ӑна 1973 ҫулта уҫӑ вырӑнта уҫнӑ. Аваллӑх управҫи XVII-XIX ӗмӗрти ял архитектурин объекчӗсем – пӳртсем, ампарсем, армансем, чиркӳсем вырнаҫнӑ. Анчах унти 14 обьектран 13-шӗ ишӗлме тытӑннӑ иккен, килен-каяна пырса ҫӳреме те хӑрушӑ теҫҫӗ. Пӗлтӗр музей хысни 4 миллион тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Ку тупра коммуналлӑ пулӑшушӑн тӳлеме тата унта ӗҫлекенсене шалу тӳлеме кӑна ҫитнӗ иккен. Экспонатсене ҫӗнетме вуншар кӑна мар, ҫӗршер миллион та кирлӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ӑна тупассишӗнех хула влаҫӗсем попечительсен канашне йӗркелеме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне регионсен хыснинчен укҫа уйӑрса пулӑшасса та тем пекех шанаҫҫӗ. Ячӗ Атӑлҫи халӑхсен тесе янӑрать те, анчах хальлӗхе унта вырӑс архитектури кӑна пур иккен. Чулхула облаҫӗнчи ытти тымар халӑхӑн — чӑвашсен, тутарсен, мӑкшӑсен тата ҫармӑссен архитектурине унта кӑтартман. Вырӑссен архитектурине унта иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Чулхулан ҫурҫӗр енчи районӗнчен кӳрсе килсе вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Наци музейӗ / Н.Плотников тунӑ сӑн Чӑваш наци музейӗ «Музее парне» акци йӗркелесси пирки пӗлтернӗ. Ӑна вӑл кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче пуҫарса янӑ та нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Аваллӑх управҫи тӑван тӑрӑхӑн историйӗпе культурине ҫутатакан япаласене хаваспах йышӑнӗ. Ӑна вара музейҫӗсем экспонат вырӑнне хурса ҫынсене те кӑтартӗҫ, типтерлӗн те упрӗҫ. Ҫемье реликвийӗ евӗр упранакан авалхи сӑн ӳкерчӗксемпе тата хутсемпе пӗрле йӑлари хатӗрсене, халӑх тумтирне, ытти мула та тиркемӗҫ. Музей шӑматкунпа вырсарникунсӑр пуҫне ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 17-ччен йышӑнать. Апат вӑхӑчӗ — кӑнтӑрла иртни пӗрререн тытӑнса иккӗччен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗренекен студентсем ӗнер ҫул-йӗр инспекторӗсене «ҫаврӑннӑ». Унччен вара вӗсене ӗҫ йӗрки пирки ӑнлантарса панӑ. Ӑна ӑша хывас тесе вӗсем ҫул-йӗр инспекцийӗн службӑна тӑракан ӗҫченӗсемпе танах ирхи ҫичӗ сехетрех ӗҫ вырӑнӗнче пулнӑ. Унтан вӗсем Алексей Федоровпа Андрей Васильев полици лейтенанчӗсемпе ҫула тухнӑ — инкек пулнӑ вырӑна ҫитнӗ. Пӗр кунлӑх йӗрке хуралҫине ҫаврӑннӑ ҫамрӑксем — 2–4-мӗш курссенче вӗренекен Валерий Храмов, Петр Гусильщиков, Владимир Ишмуратов. Вӗсем ӗнер Пӗтӗм Раҫҫейри «Студентсен десанчӗ» акци иртнӗ май хутшӑнни пирки Шалти ӗҫсен министерствин персс-служби хыпарлать. |
Пӗлтерӳ
![]() Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли Культура ҫулталӑкне ҫӗнӗ музыка инструменчӗпе — арфӑпа — уҫать. Ыран филармонинчи пӗчӗк залра унӑн хӑтлавӗ иртмелле. Арфӑпа паллашас текенсене кӑнтӑрла иртни пӗр сехете йыхравлаҫҫӗ. Музыка инструменчӗсен вылявӗпе, классика кӗввипе киленесси ҫакӑнпах вӗҫленмӗ-ха — 14 сехет те 30 минутра ачасемпе ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ «Органӑн асамлӑ сасси» концерчӗ чӗнет. |
Персона
![]() П. Хусанкай вилтӑпри умӗнче / Н. Плотников тунӑ сӑн Ӗнер, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарти Б.Хмелницкий урамӗнчи ҫӑвара вырнаҫнӑ вилтӑпри умӗнче чӑваш халӑхӗн чаплӑ сӑвӑҫине, пултаруллӑ поэтне Петӗр Хусанкая аса илчӗҫ. Пухӑннисем хушшинче Атнер Петрович Хусанкай, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Николай Плотников, Владимир Степанов, Александр Кузнецов, Владимир Милютин тата ыттисем пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех кӑҫал ачасем те килчӗҫ — вӗсем Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуласа пачӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Владимир Васильевич Степанов иртнӗ ҫулсенче кам килнине палӑртрӗ, вӑл вӑхӑтсенче ҫанталӑк епле пулни пирки те пӗлтерчӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |