Культура
![]() Сочири Олимп паркӗнче Раҫҫее санлакан куравра пирӗн республика пирки каласа кӑтартакан экспозици те пур. Чӑваш кӗтесне федерацин Атӑлҫи округӗн стенчӗ ҫине вырнаҫтарнӑ. Кунта чӑваш элчисем Олимп вӑййи пӗтиччен ӗҫлӗҫ. Вӗсем виртуаллӑ экскурсисем ирттереҫҫӗ, ыйтусене хуравлаҫҫӗ. Хӑнасем чӑвашсен кондитер ҫимӗҫӗсене, пыл, эмел курӑкӗсенчен вӗретнӗ витаминлӑ чей тутанса пӑхма пултараҫҫӗ. Пысӑк видеоэкран ҫинче ятарлӑ роликсем кӑтартаҫҫӗ. Олимп паркӗн лапамӗсенче «Ҫавал» филармони ансамблӗ юра-ташӑпа савӑнтарать — ку ушкӑн олимп вӑййине хутшӑнни пирки эпир малтан пӗлтернӗччӗ. Й́ӑлапа килӗшӳллӗн чӑваш тӗпелӗн апатне те тутанма май пур. Унсӑр пуҫне Чӑваш Енрен Сочине сувенирсем илсе кайнӑ. Вӗсем Олимп вӑййисем вӗҫленсен Раҫҫейӗн тата тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗсене саланӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Душанбери ялавштог Паян, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Ене паллӑ телеертӳҫӗ, халӑхсен «Чӗрӗ планета» экологи юхӑмӗн председателӗ Николай Дроздов ҫитмелле. Шупашкара вӑл «Раҫҫейри чи ҫӳллӗ ялавштог» проект ертӳҫи евӗр килӗ, тӗп хулара ялав стойки вырнаҫтарма сӗнӗ. Анчах Николай Дроздов Чӑваш Ене палӑртнӑ вӑхӑтра, ирхи 9 сехет те 20 минутра, ҫитеймен. Япӑх ҫанталӑка пула вӑл Мускавра 13 сехет те 10 минутра ҫеҫ самолета ларнӑ. Паллӑ телеертӳҫӗ ялавштог лартма палӑртнӑ виҫӗ лапама ҫитӗ, республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулӗ. «Раҫҫейри чи ҫӳллӗ ялавштог» проект элчисем унччен Краснодарти экологи канашлӑвӗнче пулнӑ, унта 175 метр ҫӳллӗш ялавштог лартма сӗннӗ. Хальлӗхе чи ҫӳллӗ ялавштог Таджикистанри Душанбе хулинче вырнаҫнӑ. Вӑл 165 метр ҫӳллӗш, ӑна Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине те кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш наци конгресӗ тепӗр конкурс пуҫарнӑ — хальхинче вӑл Сочире иртекен олимп вӑййипе ҫыхӑннӑ. XXII Хӗллехи Олимп вӑййинчи хӗрӳ кӗрешӗве телекуравпа сӑнанисӗр, пирӗн спортсменсен ҫитӗнӗвӗшӗн савӑннисӗр пуҫне пурне те Улӑпиадӑна хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Ҫитес шӑматкун, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашра «Улыпиада» (чӑв. Улӑпиада) спорт уявӗ иртмелле. Вӑл тӑрӑха ҫитме йывӑртарах пулӗ ӗнтӗ, ҫавна май ҫак конкурса пурте хутшӑнччӑр тесе ятарлӑ фото- тата видеосӑнсен пайне те йӗркеленӗ. Унта хутшӑнас тесен сирӗн ҫав кун хӑвӑра спортпа туслӑ пулнине сӑн ӳкерсе е видеора кӑтартмалла. Йӗлтӗрпе тухсан та, ҫунашкапа пулсан та аван пулнине пӗлтерет ЧНК сайчӗ. «Чи кирли: ҫак самантра эпир пурте — Улӑп йӑхӗнчен тухнӑ пӗтӗм чӑваш! — сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн кар тӑрӑпӑр, хамӑр ҫӗршыв спортсменӗсемпе пӗрле пулнине уҫҫӑн палӑртӑпӑр!», — тесе палӑртнӑ. Сӑнсемпе видеосене конгреса кӗртсе пама, е электронлӑ адреспа (congress21@mail.ru) ярса пама пулать. Вӗсене кайран Чӑваш наци телекуравӗпе кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Хӗрӳ тапхӑр И.Я.Яковлев ячӗлле Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ «Чӑваш чӗлхине пӗлетӗн-и?» ятпа регионсен хушшинче куҫӑн мар майпа олимпиада ирттернӗ. Олимпиадӑна 5–7-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Унта Комсомольски районӗнчи Явӑш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ те палӑрнӑ. Арина Галкина 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Лариса Ивановна Никифорована хӗрачана олимпиадӑна хатӗрленӗшӗн Хисеп хутне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юн парасси — хисеплӗ тивӗҫ Кӑҫалтан пуҫласа хисеплӗ донорсене 11 728 тенкӗ пама тытӑнӗҫ. Ӑна ятарлӑ палла тивӗҫнисем илме пултарӗҫ. Чӑваш Енре 4 011 ҫынна «СССР хисеплӗ донорӗ» тата «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» паллӑпа чысланӑ. Хисеплӗ донор ятне илес тесен юна 40 хутран кая мар, плазмӑна — 60 хутран сахал мар памалла. Ҫак ята кашниех илме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире семинар иртнӗ. Унта вӗренӳри ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ. Семинара ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Светлана Петрова ирттернӗ. Светлана Петрова Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Халӗ ППЭне тытмалли кашни пунктра металлодетекторсем вырнаҫтарӗҫ. Ҫакна шкул ачисем экзаменра планшетпа, карас телефонӗпе, ытти хатӗрпе усӑ ан курччӑр тесе тӑваҫҫӗ. Йӗркене пӑхӑнмасан экзамен кӑтартӑвӗсене шута илмеҫҫӗ. Семинарта вӗренӳ кӗнекисем пирки те калаҫнӑ. Вӗсене тӳлевсӗр параҫҫӗ. Ытларахӑшне республика туянать. Ҫавӑн пекех кӑҫалтан пуҫласа медальсем пама пӑрахнине, аттестатсем кӑвак тӗслӗ ҫеҫ пулнине палӑртнӑ. Семинар ӑсталӑх класӗсемпе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Республика лапамӗ каҫсерен йӑлтӑртатать Ҫӗнӗ ҫул тахҫанах хыҫа юлчӗ ӗнтӗ, анчах Шупашкар урамӗсенче уяв савӑнӑҫӗ парнелекен сӗм ҫухалман-ха. Йывӑҫсем, администраци ҫурчӗсем ҫинчи ҫутӑсем юмаха аса илтереҫҫӗ. ЧР официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хулин ертӳлӗхӗ хушнипе Республика лапамӗнчи хырсем ҫине металлогалогенлӑ 10 прожектор ҫакнӑ. Вӗсем каҫхине йывӑҫсене илем кӳреҫҫӗ. Ҫакна пула лапам тата хитреленнӗ, вӑл уява аса илтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Аслӑ шкулсенчи ҫар хатӗрленӗвӗ Ҫитес ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса Раҫҫейри аслӑ шкулсенче студентсене салтаксене тата саппасри сержантсене хатӗрлемелли программӑпа вӗрентме тытнӗҫ. Ку ҫар кафедри ҫук аслӑ шкулсенче вӗренӗве пӑрахмасӑр служба тухма май парать. Программӑпа килӗшӳллӗн теори курсӗ 450 сехет пулӗ, вӗсене виҫӗ уйӑхлӑха пухӗҫ. Аслӑ шкул ҫумӗнчи, ҫар чаҫӗнче е ҫар-вӗренӳ центрӗнче кунашкал курссене пӗтернӗ студентсене салтакӑн е саппасри сержантӑн ҫар билетне парӗҫ. РФ хӳтӗлев министрӗн ҫумӗ Николай Панков каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе Раҫҫейре ҫар кафедри 72 аслӑ шкулта пур. ЧР Ҫар комиссариачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра хальлӗхе ҫар курсӗсене кӗртмен. Тен, малашне вӗсене уҫӗҫ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Хальхи вӑхӑтра карас телефонӗпе тӗнче тетелне тухасси республикӑра хӑварт ӳсет. Ҫакна шута илсех пулӗ республикӑри «Вымпелком» («Билайн») карас ҫыхӑну компанийӗ хӑйӗн тетелне лайӑхлатса тӑма тӑрӑшать. Ҫак кунсенче сӑмахран, вӗсем, ҫурҫӗрти ункӑри ҫыхӑну хулӑмӑшне 10 хут ӳстернӗ. Ҫапла май хальхи вӑхӑтра унпала ҫеккунтра 10 Гбит хӑвӑртлӑхпа ҫыхӑну йӗркелеме май пур, малашлӑхра ун хулӑмӑшне 40 Гбита та ҫитерме пулать иккен. Тетелне компанире ҫыхӑнӑва татмасӑр ҫӗнетнӗ, вӗсем DWDM (Dense Walelength Division Multiplexing) технологипе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех кӑҫал 1-мӗш кварталта Dual Carier (чӑв. Йӗкӗреш турта) технологие пурнӑҫа кӗртсе 3G тетелти хӑвӑртлӑха ӳстерме палӑртнӑ. Енчен те халь 21 Мбит/ҫек хӑвартлӑхпа ӗҫлет пулсан, ун хыҫҫӑн ҫак виҫе 42 Мбит/ҫек таран хӑпармалла. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ака уйӑхӗнче 4G ӗҫлесе каймалла — унти хӑвартлӑх 100 Мбит/ҫек. таран ҫитет. Пӗлме, «Билайнӑн» ҫыхӑну тетелӗ республикӑра икӗ ункӑран тӑрать, ӑна вӗсем «юр кӗлетки» тесе ят панӑ. Ҫурҫӗр пайӗ Шупашкара, Ҫӗнӗ Шупашкара, Кӳкеҫе, Ҫӗрпӗве, Сӗнтӗрвӑррине, Куславккана, Вӑрмара, Канаша, Ҫӗмӗрлене, Хӗрлӗ Чутая, Етӗрнене тата Москакассипе Хыркасси ҫыхӑну пӑнчисене сыпӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 118-мӗш ача пахчинче хальхи вӑхӑтра Сочире иртекен хӗллехи олимп вӑййисен элемӗсене — символӗсене — туса лартнӑ. Кун пирки «ПроГород» хаҫат сайчӗ пӗлтерет. Юр кӗлеткисене «Чи лайӑх спорт пайӗ» конкурс-курава хутшӑннӑ май — вӑл халь хулари шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗсенче пырать — ӑсталанӑ иккен. Ку ӗҫре ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ те, ачасене ӑс паракансем те хастар хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех 118-мӗш ача пахчинче юмах сӑнарӗсене те туса лартнӑ. Юр кӗлеткисенче ытларах вырӑс халӑхӑн юмахӗсенче тӗл пулаканнисем сӑнарланнӑ. Ку пирӗн шутпа воспитани ӗҫӗнче чӑваш халӑх юмахӗсем сахал вырӑн йышӑннипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |