Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра чи лайӑх шкулсен рейтингне йӗркеленӗ. Унччен апла список пулман. Раҫҫей шкулӗсен рейтингне вӗсенчен вӗренсе тухнисем хӑйсен пултарулӑхне епле кӑтарнине шута илсе хатӗрленӗ-мӗн. Чи лайӑх 25 шкул йышне 19 регионти вӗренӳ учрежденийӗсем кӗнӗ. Ҫав йышра Мускаври, Брянскри, Мӑкшӑри, Тутарстанри, Новосибирскри, Томскри, Тӗменри тата Чӑваш Енри шкулсем пур. Пирӗн республикӑна илсен, рейтинга Шупашкар хулинчи 3-мӗш номерлӗ лицей лекнине палӑртма кӑмӑллӑ. Чи лайӑх 500 шкул шутне вара Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 12 вӗренӳ учрежденийӗ лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комсомольски районне кӗрекен Александровски ял тӑрӑхӗнче ҫур гектара яхӑн, тӗрӗсрех, 0,35 гектар ҫинче, ҫӳп-ҫап вырӑнӗ йӗркеленнӗ. Ара, чипер хирех пӗри ҫӑп-ҫап пырса тӑкнӑ, тепри — купа ӳснӗҫемӗн ӳссе, сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пынӑ. Пӗринче хайхи лаптӑка Россельхознадзорӑн управленийӗн ӗҫченӗсем пырса тӗрӗсленӗ. Ҫӗрпе апла хӑтланма юрамасть тесе вӗсем ҫӳп-ҫапа пуҫтармалли пирки вырӑнти ял тӑрӑхӑн ячӗпе асӑрхаттару ҫырса хӑварнӑ. Ҫак кунсенче инспекторсем ҫав вырӑна тепре тӗрӗсленӗ те йӗрке тунине асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Кьюриосити» Марс ҫинче пурнӑҫ пуррипе ҫуккине ӑсчахсем тахҫанах пӗлесшӗн. Фантастсем ку ыйтӑва тахҫанах тӗрлӗрен хуравланӑ пулсан кӳршӗлле планетӑна тӗпчекенсем тӗпчесе пӗлсе ӗненесшӗн. Ҫӗр ҫинче пурнӑҫа сӑнлакан сывлӑшран пӗри вӑл — метан. Пирӗн планетӑри газа 90% чӗрӗ чунсем кӑлараҫҫӗ. Вӑл Марс ҫинче те тупӑнсан унта — пӗчӗк пулин те — чӗрӗ организмсем пурӑннине палӑртма май пулӗччӗ, анчах «Кьюриосити» аппарат ӑна тупайман имӗш. Ҫапла май ӑсчахсен шухӑшӗпе пирӗнпе кӳршӗллӗ планетӑра чӗрӗ чунсем пурӑнма пултарассин шанчӑкӗ самай чакнӑ. Ҫавах та вӗсем алла усмаҫҫӗ — хӑш-пӗр микробсем иккен метан кӑлармаҫҫӗ, ҫапла май тен вӗсем те пулин унта пуласса шанаҫҫӗ. Пӗлме: «Кьюриосити» Марс тӑрӑх ҫӳрекен аппарат пӗлтӗр ҫурлан 6-мӗшӗнче планета ҫине анса ларнӑ. Унӑн тӗллевӗ — геологи структурине тӗпчесси тата пурнӑҫ пуррипе ҫуккине пӗлесси. «Кьюриосити» 2014 ҫул варриччен ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарти 82-мӗш ача пахчин шӑпӑрланӗсем Пирӗн сайтӑн вырӑсла версинче уйӑх ытла ыйтӑм пулчӗ: чӑвашла ача пахчи уҫӑлнӑ пулсан эсир унта хӑвӑр ачӑра яма килӗшнӗ пулӑттӑр-и? Ӑна эпир ятарласа вырӑс пайра вырнаҫтартӑмӑр — унта пирӗн шутпа ытларах вырӑсларах кӗрен-тухан пулать. Пачах та килӗшменнисен йышӗ 22% пулчӗ, е 6 сасӑлакан. 14% иккеленӳллӗ хуравланӑ, ыттисем вара чӑвашла ача пахчи уҫӑлсан хаваспах унта хӑйсен пепкисене яма килӗшеҫҫӗ иккен. Вӗсенчен 30% ҫавнашкал садик уҫӑлассине тахҫанах кӗтеҫҫӗ. Ыйтӑма пурӗ 27 ҫын хутшӑннӑ пулсан тепӗр аллӑшӗ (50) хуравлас темен, ыттисем мӗн пӗлтерессине кӗтеҫҫӗ — тен, ытларахӑшӗ чӑвашла ача пахчине суйланӑран, хӑйсен шухӑшӗсене те вӗсен енне улӑштарчӗҫ? Ҫапла пулнӑ пулсан питӗ аван пулӗччӗ. Ҫапла пултӑр та! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян тата ыран, авӑнӑн 20–21-мӗшӗсенче Мускавра чӑвашла спектакльсем иртмелле. Вӗсене вырӑсла куҫарсах пырӑҫ. Спектакльсем «Содружество актеров Таганки» (чӑв. Таганка актёрӗсен пӗрлешӗвӗ) театрта ирмелле. Хӑйсен пултарулӑхӗпе мускавсене Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчёсем паллаштарӗҫ. Паян А. Пӑрттан «Укҫа чул кастарать» спектакль пулмалла, ыран — «Хурлӑхлӑ хурама сасси» драма (авторӗсем — Денис Гордеевпа Г. Кириллова). Пуҫламӑшӗ 19 сехетре. Театр «Таганская» метро ҫвӑхӗнче вырнаҫнӑ. Билетсене театр кассинче туянма пулать, е Волков Анатолий Иванович урлӑ — 962-981-87-16 номерпа ҫыхӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Иртнӗ кунсенче Трак тӑрӑхӗнчи шкулсенче истори, географи тата общество пӗлӗвӗ вӗрентекенсен ушкӑнӗ — 18 вӗрентекен — Чӑваш Республикипе юнашар вырнаҫнӑ кӳршӗ Мари ел Республикин шӗкӗр хулине ҫул тытнӑ. Йошкар-Олара вӗсем хула центрӗнче ҫӗкленекен ҫӗнӗ архитектура микрорайонне ҫитсе курнӑ, тӗрлӗ паллӑ вырӑнсенче экскурсире пулнӑ. Вӗрентекенсене уйрӑмах ҫармӑссем хӑйсен тӗп хулин историне, унпа ҫыхӑннӑ паллӑ ҫынсен ячӗ-шывне ҫӗклеме тӑрӑшни кӑмӑла кайнӑ тата Европа шайӗнче тӑракан архитектура ҫурчӗсемпе парксем, урамсемпе лапамсем ҫӗклеме вӑй-хал ҫитерни тӗлӗнтернӗ. Экскурсие йӗркелекенӗ — районти методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Красноармейски шкулӗн истори вӗрентекенӗ Илларионова Л.Ю. Вӗрентекенсем ҫак хулана районти шкул ачисене те килсе кӑтартсан вӗсен пӗлӳпе тавракурӑм шайӗ ӳсессе палӑртрӗҫ. Сӑнсем (65) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Камӑн мӗн шухӑш — пыйтлӑ ҫыннӑн мунча шухӑш» — тенӗ ваттисем. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ вара те ӗҫсӗр аптӑранипе, анчах социаллӑ сетьсенчен пӗрне порнографи сӗмӗллӗ видеороликсем вырнаҫтарса тухнӑ. Пӗрре-иккӗ кӑна-им тата?! Пӗр пин ытла! Роликсенче йӑлана кӗмен ориентациллӗ ҫынсен хутшӑнӑвӗ пирки калаканнисем те пулнӑ-мӗн. Каччӑн ҫак тыткаларӑшӗ правӑна сыхлакансен куҫӗ тӗлне кӗҫех лекет. Порнографи материалӗсене саккунлӑ мар майпа сарать тесе ун пирки ӗҫ пуҫарнӑ. Суд каччӑна 2 ҫуллӑха условлӑ майпа айӑплама йышӑннӑ. Хайхи кунпа килӗшмесӗр аппеляци ҫӑхавӗ те парса пӑхнӑ, анчах усси пулман — айӑплава малтанхиллех хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкар хули коммуналлӑ тытӑма юсаса ҫӗнетме федераци хыснинчен 650 ытла миллион тенкӗ илӗ. Вӑл тупрана ҫӗнӗ канализаци коллекторӗ тума, «Заовражная» текен тасатмалли сооружение юсса ҫӗнетме тата ӑшӑ тӑкакне шута илекен счетчиксене вырнаҫтарма уйӑрӗҫ. Кӗмӗлӗн пӗр пайӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче килнӗ иккен. Асӑннӑ проектсем Раҫҫейӗн Регионсен аталанӑвӗн министерстви ирттернӗ конкурсра 2008 ҫултах ҫӗнтернӗ иккен. Ун чух вӑл программӑна конкурса хутшӑннӑ 62 муниципалитет пӗрлешӗвӗнчен вуннӑшӗ лекейнӗ. Анчах экономикӑри йывӑр лару-тӑрӑва пула укҫа уйӑрассине пӗр вӑхӑтра федералсем чарса лартнӑ. Халӗ вара лав вырӑнтан хускалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӗнер Шупашкарти Иван Яковлев урамӗнче вырнаҫнӑ «Чувашавтотранс» предприятийӗн филиалӗнче 50 ҫулти сварщик вилнӗ. Вӑл бензин бакне шӑратма тӑнӑ. Анчах хатӗре ятарлӑ пӑспа тасатса илмен имӗш. Ҫапла вара бак ҫурӑлса кайса арҫынна вилмеллех амантнӑ. Инкек пулнӑ вырӑна яваплӑ тӗрлӗ служба ҫыннисем пырса ҫитнӗ. Тӗпҫевҫӗсем ку инкек пирки тӗпчев ирттереҫҫӗ. Яваплисем, ахӑртнех, айӑплавран пӑрӑнаймӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкартан Мускава ҫӳрекен пуйӑс хакне тӗрӗслеме шут тытнӑ. Тӗрӗсрех, экономика тӗлӗшӗнчен мӗнпур ене виҫсе хакласах йышӑннине палӑртӗҫ. Монополипе кӗрешекенсем патне ҫапла тӗрӗслеме ыйтса республикӑн Экономика министерстви тухнӑ иккен. Асӑннӑ ведомство федерацин Атӑлҫи округне кӗрекен регионсенчи пуйӑс хакӗсене танлаштарнӑ. Ун валли министерство 100 ҫухрӑма илекен хаксене тӗпе хунӑ. Пирӗн патринчен хаклӑраххи Чулхула облаҫӗнче иккен. Ҫав вӑхӑтрах Пермь облаҫӗнче купе-вакуншӑн 25,7 процент йӳнӗрех тӳлеттереҫҫӗ-мӗн. Ӑренпур облаҫӗнче плацкартшӑн 18,9 процент йӳнӗ иккен. Шупашкартан Мускава каякан фирма пуйӑсӗнче плацкарт вакунри вырӑншӑн билет 2007 тенкӗ тӑрать, куперишӗн — 3200 тенкӗ, люкс номере суйласан 9434 тенкӗ тӳлемелле. Автобуспа Мускава вара 1000–1200 тенкӗпе те ҫитме май пур. Пуйӑс хакӗ пирки сӑмаха авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республика праивтельствин ларӑвӗнче ҫӗкленӗ пулнӑ. Ун чух Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хаксене йӳнетес майсем пуррине сӳтсе явма яваплисене хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |